Колхоз хирĕнче

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Колхоз хирĕнче
Юрă
Жанр элтешле юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Колхоз хирĕнчеВасилий Воробьёв композитор Ехрим Иванĕн сăввипе çырнă юрă.

Юррăн сăвви[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Колхоз хирĕнче

Юратсах паян ĕçлерĕм
Эп колхозăн хирĕнче, хирĕнче.
Ах, мĕн чухлĕ çĕнĕ юрă
Эп вĕрентĕм вĕсенчен, вĕсенчен!

Хирсем халĕ чăн та çĕнĕ,
Кунта çук халь вак йăран, вак йăран...
Куккурусă, сортлă тулă
Ыталарĕç куçăмран, куçăмран.

Пит илемлĕ, Атăл евĕр,
Хумханаçççĕ тыррисем, тыррисем.
Юррине те пит хавассăн
Шăратаççĕ çамрăксем, çамрăксем.

Ах, мĕнле, мĕнле-ха савмăн
Кун пек çĕнĕ ĕçсене, ĕçсене!..
Мĕнле чăттăр чун хавалĕ
Пĕр савмасăр вĕсене, вĕсене?

Юратсах чунтан ĕçлерем
Эп колхозăн хирĕнче, хирĕнче.
Ах, мĕн чухлĕ çĕнĕ юрă
Эп вĕрентĕм вĕсенчен, вĕсенчен!

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Ехрим Иванĕ тата Филипп Лукинăн «Пограничник» юррин сăввине çырнă[1].

Юррăн кĕвии[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Василий Воробьёв композитор.

Юррăн кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Ф. М. ЛУКИН. Ултă юрă 2022 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.. Шупашкар, 1945. — с.11-12

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]