Кĕçтӳк Кольцов

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кĕçтӳк Кольцов (чăн ячĕ Кольцов Константин Михайлович), — сăвăç. 1916 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Анат Сурăм ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăрçăра аманнӑ хыҫҫӑн госпитальте вилнӗ.

1962 çултанпа СССР ÇП членĕ (вилнĕ хыççăн кертнĕ).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Энтриялĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Канаш районĕн хаçатĕнче, Шупашкарта «Çамрăк большевик» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Муромри çар училищинче вĕреннĕ, унтан Карели фронтĕнче çапăçнă. Батальон аслă адъютант пулнă (186-мĕш стр.дивизи 26-мĕш арминче).

1943 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче аслă лейтенант паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă.

Карели республикĕнче Лоухский районĕнче Сосновый посёлокра салтак масарта пытăрнă. Çав посёлокра сăвăç ячелле урамĕ пур.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн сăввисем хаçат-журналта нумай пичетленнĕ. Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Сăвăсем» (1963);
  • «Фронтра» (1979).