Контент патне куҫ

Коминтерн (Татищево районӗ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Коминтерн (пӗлтерӗшсем) пӑхӑр.
Коминтерн
Тӗп пӗлӗмсем
Статус: Посёлок
Патшалӑх: Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Федераци субъекчӗ: Сарӑту облаҫӗ Сарӑту облаҫӗ
Муниципаллӑ район: Татищево районӗ
Муниципаллӑ йӗркеленӳ: Садовый муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ
Никӗсленӳ вӑхӑчӗ: 1930
Халӑх йышӗ: 379[1] (2010)
Хушнӑ пӗлӗмсем
Малтанхи ятсем: Водинский, Коммуна
Почта индексӗ: 412184
ОКАТО кочӗ: 63 246 855 006
Сехет тӑрӑхӗ: Самар вӑхӑчӗ

КоминтернСарӑту облаҫӗн (РФ) Татищево районӗнчи Садовый муниципаллӑ йӗркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ посёлок[2].

Татищевӑран 38 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ. Посёлок Кӗҫӗн Идолгӑн ҫурҫӗр ҫырмин хӗрринче лартнӑ[2].

Коминтернпе юнашар ялсем: Садовый, Полянское, Кологривовка, Кологривовка, Кологривовка вӑрманлӑхӗ, Петров, Слепцовка, Мӑн Осиновка, Карякино.

1911 ҫулта посёлокӑн вырӑнӗ Аткарск уесӗн йышне кӗнӗ, унӑн архивӗсенче Кологривовка станцийӗ (3 кил хуҫалӑхӗ) патӗнчи "ятсӑр татнӑ вырӑнӑн посёлокӗ" (22 арҫынпа тата 28 хӗрарӑмпа 8 кил хуҫалӑхӗ)[3] пур[4]. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хальхи Коминтерн посёлокӗн вырӑнӗнче Водинский улпутӑн хуторӗ пулнӑ (Водинский хуторӗ). Хуторӑн юлашки улпучӗ Келер хӗрарӑм улпут пулнӑ, 1916 ҫулта вӑл хутортан кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хутортан Языковкӑна нимӗҫ колонисчӗсен харпӑрлӑхӗнче ҫул пулнӑ, унтан вӑл хуторӑн анӑҫ пайӗ пулса тӑнӑ. 1917 ҫулта хуторта саккӑр кил хуҫалӑхӗ пулнӑ[5].

1921 ҫулта хутора Курдюмпа Кологривовкӑран ик-виҫ кил-йыш пурӑнма килнӗ[4]. Ҫурлан 26-мӗшӗнче хутор Татищево районӗн Кологривовка вулӑсӗн Вязовка ял канашне кӗнӗ[6]. 1925—1927 ҫулсенче кӳршӗ Пенза облаҫӗнчен Сарӑту облаҫӗн салисене массӑллӑ куҫса кайнине пула нумай ҫынсем пурӑнма килнӗ. Нумайрахӑш кил-йыш — мордвасем, Водинский хуторне "кулаксенчен чупса"[5] пурӑнма килнӗ те[4]. 1928 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче "Красный пахарь" ял хуҫалӑх артелӗ йӗркеленӗ, ун йышне 8 кил-йыш кӗнӗ. Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче "Коммунар" артель йӗркеленӗ. 1929 ҫулта Вязовка ял канашӗн йышне пулса хуторта 56 ҫын тата 12 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ. Водинский хуторӗ патӗнчи "Красный Пахарь" артеле нумай ҫӗрсемпе сахал ҫынсем кӗртнӗрен 1929 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл "Коммунар" артелӗн йышне кӗнӗ. 1930 ҫулта Трофим Григорьевич Графов "Коминтерн ячӗллӗ" коммунӑна никӗсленӗ[3]. Унтан пурӑнан вырӑна Коммуна ят панӑ. 1934 ҫулта артель вырӑнне "Коминтерн" колхоз никӗсленӗрен посёлока ҫавӑн пекки, хальхи ят панӑ — Коминтерн. Ҫак ҫулта Коминтернте шкул тунӑ. Шкулти вӗренекенсем унӑн тунӑранпа пӗрремӗш ҫулсем вырӑсла тата мордвалла (ахартнех, ирҫелле) вӗреннӗ[5], мӗншӗн тесен посёлокра нумайрахӑш ҫынсем мордвасем пулнӑ. Шкулӑн тулли вырӑслатни унӑн уҫнӑранпа 2 ҫултан пулса тӑнӑ[4].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи 17 пурӑнакан вилнӗ[5]. 1952 ҫулччен "Коминтерн" колхоз ӗҫленӗ, унтан кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ӑна Вязовкӑри[7] "Красное знамя" тата Кӗҫӗн Фёдоровкӑри "Вперёд" колхозсемпе пӗрлештерсе "Маленков ячӗллӗ" ҫӗнӗ колхоза йӗркелӗнӗ[4]. 1980—1992 посёлокра 48 пӗр хутлӑ ҫурт тунӑ, 1990—2000 ҫулсенче ача-пӑча сачӗ ӗҫленӗ.

1992 ҫулта колхоза "Калинин ячӗллӗ" ЧТП ят панӑ. 1995 ҫулта Ҫӗнтерӗве 50 ҫуллӑ юбилей хисеплесе тӑнӑ Коминтернте ветерансене палӑк уҫнӑ. 2000 ҫулта "Калинин яч." ЧТП-не Карякино ЧТП йышне кӗртнӗ. 2004 ҫул таран Коминтерн посёлокӗ Садовый ял канашӗн йышне кӗнӗ, унтан Садовый муниципаллӑ йӗркеленӗвне кӗртнӗ. 2006 ҫулта посёлокри шкул хупнӑ.

Инфраструктура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Коминтерн варринчи ача-пӑча вылямалли лаптӑк

Посёлокра лавккапа почта ӗҫлет[5]. Ача-пӑча вылямалли вырӑн пур.

Халăх йышĕ
2002[8]2010[1]
410379

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность и размещение населения Саратовской области. çăлкуçран архивланă 6 Утӑ уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2014.
  2. 1 2 Козинец С.Б. Сарӑту облаҫӗн топонимиллӗ сӑмахсарӗ. — Сарӑту: "Саратовский справочник", 2015. — ISBN 978-5-91879-282-7
  3. 1 2 3 М.А.Степанов От Дачи до Коммуны. Исследование истории п. Коминтерн // Татищевский край : журнал.2018. — № 10(13). — С. 7.
  4. 1 2 3 4 5 6 Коминтерн. Татищевский край
  5. 1 2 3 4 5 Коминтерн – посёлок в Татищевском районе. Большая Саратовская Энциклопедия
  6. Справочник по административно-территориальному делению Саратовской губернии 1917-1928 гг
  7. Вязовка (Вязовый ключ)
  8. Коряков Ю. Б. Этно-языковой состав населённых пунктов России. — 2016.2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. Оренбургская (53), Пензенская (56), Пермский (57), Самарская (36), Саратовская (63), Ульяновская (73) База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России. Перепись 2010 года".Коряков Ю.Б.