Контент патне куҫ

Комсомольски районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Комсомольски районӗ ҫинчен куҫарнӑ)
Комсомольски районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалӑх РФ
Статус муниципаллă район
Кӗрет Чăваш Ен
Администраци центрӗ Комсомольски чиркӳ ялĕ
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1939, нарăс, 22
Район администрацин пуçлăхĕ Идиатуллин Хасиятулла Семигуллович
Официаллӑ чӗлхе чăваш
Пурӑнан халӑх (2010) 25 217 çын
Наци йышӗ чăвашсем - 69,2%, тутарсем — 26,2%
Лаптӑк 630,30[1] км²
Комсомольски районĕ карттă çинче
Вӑхӑт тӑрӑхӗ

MSK (UTC+3)

Телефон кочӗ +7 83539
Сайт

Комсомольски районĕ (Каçал тăрăхĕ вырӑс. Комсомольский район) — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ — 630,3 км2.

Район администраци вырнаçнă Каçал ялĕ Шупашкартан 115 километрте ларать.

Ӳкерчĕк:Komsomolsk.png
Район картти.

Район çĕрĕ кăнтăртан çурçĕрелле, çавăн пекех хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннеле 32 çухрăма саралса выртать. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Канаш районĕ, кăнтăр енче — Патăрьел районĕ, хĕвеланăç енче — Йĕпреç районĕ, хĕвелтухăç енче - Елчĕк районĕ вырнаçнă. 12 çухрăм хушши Тутарстан çĕрĕпе чикĕ тăсăлать.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çул пуçламăшĕнче районăн 54 ялĕнче пурĕпе 28,2 пин çын пурăннă. Пĕр ялта вăтамран 535 çын пурăнать. Чăвашсен йышĕ — 73%, тутарсен — 23%. Кĕтне тăрăхĕнчи хăшпĕр ялсенче (Александровски, Луцки...) малтан ытларах вырăссем пурăннă пулнă.

Района 1939 çулхи нарăсăн 22 туса хунă.

Çутçанталăк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ытларах пайĕпе кунта ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ӳсен-тăран ӳстерессипе вылăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕр пекех аталаннă. Тырă, çĕрулми, тата тĕрлĕ пахча çимĕçе тупăшлаççĕ. Вылăх-чĕрлĕхрен сысна, ĕне-вăкăр, лаша çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ тытаççĕ.

Районта автомобиль транспорчĕ кăна пур. Тĕп çулĕсем: Çĕрпӳ—Чĕмпĕр—Сызрань, Шупашкар—Йĕпреç—Патăрьел—Елчĕк.

Районти ял тăрăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район 12 ял тăрăхне пайланать:

  1. Александровка ял тăрăхĕ — Александровски сали;
  2. Элпуç-Çĕрпӳел ял тăрăхĕ — Чăваш Элпуç ялĕ;
  3. Асанкасси ял тăрăхĕ — Асанкасси ялĕ;
  4. Кайнлăк ял тăрăхĕ — Йăлмахва ялĕ;
  5. Каçал ял тăрăхĕ — Каçал сали;
  6. Аслă Çĕрпӳел тăрăхĕ — Аслă Çĕрпӳел ялĕ;
  7. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ — Хирти Сĕнтĕр;
  8. Хырхĕрри ял тăрăхĕ — Хырхĕрри ялĕ;
  9. Тукай ял тăрăхĕ — Чăваш Тукай сали;
  10. Урмаел ял тăрăхĕ — Урмаел ялĕ
  11. Чичак ял тăрăхĕ — Чурачăк ялĕ;
  12. Шурут ял тăрăхĕ — Шурут сали;

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхамали

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Энциклопедия Комсомольского района = Комсомольски районӗн энциклопедийӗ / [редкол.: Г. Ф. Волков и др. ; авт.-сост. В. Я. Григорьев, Г. Н. Ксенофонтов, А. В. Григорьев]. - Чебоксары : [Новое Время], 2011 - . - 24 см. Кн. 2. - 2011. - 255 с. : ил., портр. - Библиогр.: с. 254. - 1000 экз.. - 150.00 р.