Коньсковола
(гербĕ) | |
---|---|
Коньсковола | |
Патшалăх | Польша |
Воеводстви | |
Гминин | Куров гминин |
Халăх йышĕ | () |
Лаптăк | км² |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | (+48) 81 |
Геогр. широти | 51°хх′ Ç/N |
Геогр. долготи | 22°хх′ Т/E |
Kоньсковола (пол. Końskowola) — Польшăн кăнтăр-тухăçĕнчи чиркӳллĕ ял. Вăл Люблин воевотствинчи Пулав повечĕн Kоньсковола гминĕн административлă тĕпĕ шутланать.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Коньсковола Люблинпа Пулав хушшинче вырнаçнă. Юнашарах Курув — чиркӳллĕ тепĕр ял ларать тата Курувка шыв юхать.
Халăх йышĕ: 2004 çулта 2188 çын.
1532 çулхи çĕртме, 8 пуçласа 1870 çулчен Коньсковольăн хула статусĕ пулнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла XIV ĕмĕрте Витовска Вола ятпа никĕсленĕ, каярахпа Конинскавола пулнă, хальхи палăртăвĕ XIX ĕмĕрте тин çирĕпленнĕ.
Коньскавола çумри çĕрсемшĕн апат-çимĕç сутă-илӳ пасарĕ пулнă,кунтах темиçе текстиль фабрики ĕçленĕ. Ӗçлеме çынсем хулана Польшăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен тата Саксонинчен куçса килнĕ.
Польшăна виççĕмĕш хут аркатса пайланă хыççăн, Коньскавола 1795 çулта Австри айне лекет. 1809 çулта Варшава херцăклăхĕ (1815 çулта Польша Патшалăхĕ ята куçнă) шутне кĕнĕ. 1863 çулхи Польша пăлхавĕ хыççăн, 1870 çулта Коньсковола пĕтĕмлĕхпех хула статусне алран кăларса ӳкерет. Раççейри 1905-1907 революци вăхăтĕнче кунта нумай пĕрлĕхлĕ демонстраци, забастовкă ирттернĕ. 1918 çултанпа каллех Польшăна таврăнать.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăшĕнче, 1939 çулхи авăн, 15, Коньскаволăна Германи оккупациленĕ. Çак вырăнта çартыткăнĕсен лагерьне йĕркеленĕ, ăна тепĕртакран пăсса янă, ун вырăнне концентраци лагерьне туса хунă, вăл вара 1943 çулчен тытăнса тăнă. Кунта ĕнтĕ хĕстерсе тытнисене вырăнти фермăсенче Германишĕн ĕçлеттернĕ тата çулсем тутарнă.
Çулçӳревлĕх, курмаллăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чи палли католици чиркĕвĕ шутланать. Кунта Опалинскисемпе Любомирскисен çемйисен вилтăприсем выртаççĕ.
- «Люблин ренессансĕ» чиркĕвĕ, 1613 çулта хута янă.
- лютерансен çăви.
Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Коньсковола Викиампарта? |
- Коньсковола ялăн историйĕ 2019 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Коньсковола вăрçă тапхăрĕнче 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Собибора ирĕксĕр илсе пынисен шучĕ