Контент патне куҫ

Коренева Лидия Михайловна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Коренева хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Лидия Коренева
Çуралнă вăхăт 1885, утă, 31
Çуралнă вырăн Тамбов, Тамбов кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1982
Вилнĕ вырăн Мускав, РСФСР, ССРП
Професси XX ĕмĕрти раççей/совет театр/сассăр кино актриси
Хастар çулсем 1904-1958
Театр МӲАТ
Чыславсемпе парнесем
Ленин орденĕ — 1948«Хисеп Палли» орденĕ — 1937
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
РСФСР халăх артисчĕ— 1938РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1928Сталин парни — 2
IMDb ID 0466188
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Лидия Михайловна Ко́ренева (31.7.1885 — 1982) — вырăс/совет актриси, РСФСР халăх артисчĕ (1938).

1885 çулхи утăн 31-мĕшĕнче Тамбовра çуралнă.

1904 çултанпа МӲТ шкулĕнче вĕреннĕ, спектакльсене хутшăннă. 1907—1958 çулсенче МӲАТ актриси.

М. А. Булгаков «Театральный романĕнче» Людмила Сильвестровна Пряхина ятпа Кореневăна сăнарланă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче МӲАТ актёрĕсенчен пĕртен-пĕрри вăл Мускавран эвакуацине кайман, йывăр чирлĕ М. П. ЛилинăнаК. С. Станиславскин тăлăх арăмне — пăхмашкăн юлнă.

1958 çулта пенсие тухсан (дирекци хушнипе) Л. М. Коренева МӲАТ алăк янаххи урлă каçмастăп, тенĕ. Хăйĕн сăмахене çирĕп тытнă. 1973 çулхи ака уйăхĕнче Алла Константиновна Тарасовăпа сывпуллашма килсен те театра кĕмен — урамра тăнă, МӲАТ корифейĕсем Ӳнер театрĕң тăкăрлăкĕнче ăна пуç тайса иртсе кайнă.

1982 çулхи утăн 2-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Мускавра Ваганьково çăвинче пытарнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]