Корнилов Геннадий Емельянович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Корнилов Геннадий Емельянович, — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, Чăваш Енĕн ăслăлăхпа ӳнер наци академийĕн академикĕ. 1936 çулхи пуш уйăхĕн 3 Пушкăрт Республикинчи Зилаир районĕнче вырнаçнă Ивано-Кувалат ялĕнче çуралнă.

Чăваш Енĕн ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А.М. Горький ячĕллĕ Урал патшалăх университетне (Екатеринбург хулинче), Чăваш патшалăх пединститучĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин аспирантурине пĕтернĕ. 1964—1968 çулсенче Аслăлăх тĕпчевĕсен институчĕн (халĕ патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ) ăслăлăх сотрудникĕ, 1968—1990 çӳлсенче Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхи кафедрин доценчĕ, 1990 çултанпа пĕтĕмĕшле тата танлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ кафедрине ертсе пырать. «Чăваш диалектологийĕпе пăлхар-чăваш топонимикине тĕпчесе сăнани» ятпа кандидат диссертацине (1966), «Чăваш чĕлхинчи имитативсем» темăпа доктор диссертацине (1990) хӳтеленĕ.

Геннадий Корнилов чылай лексемăн, топонимăн этимологине палăртнă, Н.И. Ашмаринăн евĕрлев сăмахĕсене халалланă тишкерĕвĕсене малалла аталантарнă: этем пуплевĕн ĕмĕрхи ӳсĕмĕнче «имитатив» тата «антиимитатив» тапхăрĕсем пуррине сăнланă, чĕлхе евĕрлетӳрен пуçланса кайнине ĕнентерекен пилĕк тĕрлĕ сăлтав уçса панă.

Вăл — 120 ытла тĕпчев ĕçĕн авторĕ. Паллăрах статьясемпе кĕнекесем:

  • «0 типах топонимов в агглютинативных языках» (ВЯ, 1967, №1);
  • «Евразийские лексические параллели» монографи (1973);
  • «Некоторые итоги изучения венгерско-пермско-булгаро-чувашских параллелей» (СФУ, 1981. XVII);
  • «Имитативы в чувашском языке» монографи (1984);
  • «О преодолении этимологического примитивизма в теории и практике современных исследований» статья (1990),
  • «06 отымитативном происхождении языка» ятарлă тĕпчев (1991).

Унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшне палăртса Н.А. Баскаков, Н.А. Сыромятников, И.Г. Добродомов, М.Р. Федотов, А.П. Хусанкай тата АнуРеэт Хаузенберг (Мюнхен), Юлия Кирилова (София), Мефкюре Моллова (Прага) тата ыттисем те рецензисем пичетлесе кăларнă.

Генадий Корнилов «Диалекты и топонимия Поволжья» ятпа тухса пынă статья пуххисен (9 кăларăм) яваплă редакторĕ пулнă, тулли «Вырăсла-чăвашла словаре» (1971) хатĕрлеме хутшăннă, хăш-пĕр морфологи ыйтăвĕсемпе статьясем çырнă, студентсем валли вĕренӳ хатĕрĕсем кăларнă. «Чăваш тăрăхĕнчи вырăс калаçăвĕсен сăмах кĕнекине» тата «Чăваш тăрăхĕнчи топонимин истори-этимологи тĕпчевне» хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлет, «Радиксологи кӳртĕмĕ» вĕренӳ кĕнеки ăсталать. Университетăн филологи факультетне ертсе пырать, унта «Ономастика никĕсĕ» тата «Этимологи никĕсĕ» ятарлă курссем ирттерет.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.