Турхан Кузьма Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Куçма Турхан çинчен куçарнă)
{{{Ят}}}
Çуралнă вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Çуралнă вырăн: Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш Ен
Вилнĕ вăхăт: Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: {{{Ĕçлев тĕсĕ}}}

Турхан Кузьма Сергеевич (паспортри хушамачĕ: Сергеев), — (1915 çул, юпа, 8, Чăваш Ен, Комсомольски районĕ, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕ — 1988 çул, çу, 29, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1952).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1915 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралнă.

Ача çуртĕнче ӳснĕ. 1934 çулта Канашри педагогика техникумне пĕтернĕ. Ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах Ленинградри В.В. Воровский ячĕллĕ журналистика институтĕнче журналистикăна вĕреннĕ. Тепĕр çулах ăна Чăваш АССРĕн Совнарком çумĕнчи Радиоинформаци комитетне ĕçлеме куçарнă.

1937-1940 çулсенче çарта пулнă. Анăç Белоруссине ирĕке кăларакан похода, финн вăрçине хутшăннă. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче, Чăвашглавлит пуçлăхĕнче, Çыравçăсен Пĕрлешĕвĕн консультантĕнче ĕçленĕ. 1949 çултанпа çырав ĕçĕсемпе кăна пурăннă.

1988 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкар хулинче вилнĕ.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Атакăра» (1941),
  • «Йăмраллă ял» (1951),
  • «Сĕве Атăла юхса кĕрет» (1960, 1967, 1976, 1994), вырăсла — «Свияга впадает в Волгу» (1985);
  • «Çĕпĕрти тĕлпулусем» (1981)

Çавăн пекех Н. Гоголь, К. Симонов, С. Григорьев тата ыттисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн ăна «Хисеп палли» орденне (1976), вăрçăра палăрнăшăн Тăван çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ орденне (1985) панă. 1977 çулта К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш АССРĕн патшалăх премин лауреачĕ пулнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ăсан У. Ячĕ-сумĕ чыслă, ĕçĕ – пархатарлă // Ялав. – 2000. - № 9.
  • Гордеев Д. Аслă ентешĕм // Ялав . – 1985. - № 10.
  • Давыдов-Анатри В. Пил // Хыпар. – 1995. – 6 раштав.
  • Ефимов Г. Аслă та ăслă юлташăм // Хыпар. – 2000. – 7 юпа.
  • Станьял В. Тавах сана, ăста çыравçă // Коммунизм ялавĕ. – 1985. – 10 юпа.
  • Калган А. В расцвете творчества // Советская Чувашия. – 1975. – 8 октября.
  • Ялгир П. Хăюллă çыравçă // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2000. – 7 юпа.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Афанасьев П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Шупашкар. 2006. – С. 429-430.
  • Турхан Кузьма Сергеевич // Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2001. – С. 411.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Шупашкар, 2005. – С. 118.
  • Хлебников-Шанар Г.Становление чувашского романа // Дружба народов. – 1962. - № 2.
  • Турхан (Сергеев) Кузьма Сергеевич // Юрьев М. Писатели Советской Чувашии / М. Юрьев, З. Романова. – Шупашкар, 1988. – С. 320-321.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]