Контент патне куҫ

Хăрпан пайранĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Курбан-байрам ҫинчен куҫарнӑ)
Курпан уявĕ
Курпан уявĕ
уяв апат-çимĕçĕ
урăхла ’Ид аль-адха
Çирĕплетнĕ Мухаммад пӳлĕхçĕ
Уявлани Мечет
Йăласем Уявра кĕлтуни,
саламлани «Ид мубарак»,
чӳклени.
Çыхăннă Хаç, Пряхим пӳлĕхçĕ кунçулĕ


Пряхим (Авраам) чӳк тăвать

Хурпан уявĕ е чӳк уявĕ[1] (арап. عيد الأضحى, тут. Корбан бәйрәме) — Исламăн аслă уявĕсенчен пĕри. Мăсăльмансем ăна Çӳл-Хиче уйăхĕн вуннăмĕш кунĕнче савăнса уявлаççĕ. Кильти выльăх пусса çияççĕ.

Тутарстанри мăслеме (араб. مسلم‎) тухнă чăвашĕсем ку уява Хурпан Пуйрамĕ тесе чĕнеççĕ, чун ÿкерĕччен Пĕсмĕлле тесе кĕлĕ тытăнаççĕ.

"Аслă Куранта" çырнă, пирешти Çупраиль тĕлĕкре кильнĕ те Пряхим патне каланă: Уллах сана ывăлăн чунне ÿкерме хушат - тесе. Пряхим вара Мин ятлă айлăма кайна , халь çта Мекке (араб. مكة المكرمة‎ — Маккату-ль-Мукаррама) тăрат, унта чун ÿкерме хатĕрленнĕ. Ун ывăлĕ çавна пĕлсе тарман та хирĕçмен, хуллен макăрнă та кĕлĕ вуланă, ашшĕпе Уллаха итленĕ. Ку вара Уллахăн сăнавĕ пулнă, чунĕн вăйне пăхни. Чÿке парнелеме вăхăт çитсен, Уллах вăл ачана пĕр çĕçĕ те хăлăç та ăна касаймалла мар тунă, тирне те чĕрмелле мар. Ывăлĕн чунне Сурăх чунĕ çине улăштарнă, çавăнпа хальте пулсан Хурпанă Пуйрамĕнче сурăх чунне ÿкереççĕ те чÿклеççĕ. Пряхима турă ăнăç панă итленĕшĕн, иккĕмĕш хут ывăлĕ çуралнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Скворцов М. И. Социаллă сăмахлăхăн вырăсла-чăвашла словарĕ = Русско-чувашский словарь социальной лексики. — Шуп.: Чăваш кĕнеке издательстви, 2004. — С. 128. — 222 с. — ISBN 5-7670-1304-7