Кустăрма
Кустăрма — çаврака, ирĕклĕ е тĕнĕл çинче çаврăнакан çавракăш. Ăна тĕрлĕ тиевсене куçарма анлă усă кураççĕ.
Кустăрмана тĕрлĕ механизăмсемпе ĕç хатĕрĕсенче усă кураççĕ.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутçанталăкра кустăрма принципне хăшпĕр пăявлă эукаритосем кăна усă кураççĕ. Вĕсен актинпа флагеллин çипписем капашланса тĕп пăявне чĕтретеççĕ.
Кустăрмана чи малтанах Мессопотамире п. эрч. 4 пин çул каярах асăнаççĕ. Кустăрмаран маларах тиев айне хуракан çаврашкасем пулнă. Чи малатан кустăрмана тĕнĕл çинче савăлпа çирĕплетнĕ йывăç çаврашкирен тунă. Каярах (п.эрч. 2 пин çул) кустăрмасене авнă тукунпа урапа шăлĕсенчен тума тытăннă. Каярах кельтсем урапана çирĕплетме тукунне металлран тума тытăннă. Хальхи вăхăтра автомобиль кустăрми çине резин шинăсем тăхăнтараççĕ. [1]. Улатимĕр облаçĕнчи Сунгирьте археологсем кустăрма модельне тупнă ((25 пин çул каярах) [2].