Контент патне куҫ

Лахтири симфони оркестрĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
«Sibeliustalo» концерт залĕ.
«Sibeliustalo» концерт залĕ.

Лахтири симфони оркестрĕ (финн. Sinfonia Lahti) — Лахти хулинче вырнаçнă финн симфони оркестрĕ.

Оркестра 1910 çулта йĕркеленĕ, 1949 çулта официаллă статуса панă та ăна Лахти муниципалитечĕн контрольне куçарнă. Оркестр килĕ «Sibeliustalo» концерт залĕ пулнă. Оркестр хăйĕн концерчĕсенче тата ютçĕрти гастрольсенче финн мусăкне пропогандăланă. Оркестр репертуарĕнче Сибелиус симфонисем те, финнсен хальхи композиторĕсен хайлавĕсем янранă. 1988—2008 çç. Лахти оркестрне Осмо Вянскя ертсе пынă, вăл вара коллектива Финляндири чи паха оркестрсен шайне хăпартнă. 2011—2016 çç. оркестр дирижёрĕ Окко Каму пулнă, 2016 çулта ăна Дима Слободенюк улăштарнă.

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Оркестрта Антеро Маннинен, унчен «Apocalyptica» трэш-метал-группинче вылянăскер, виолончелист ĕçленĕ.