Лоурейру

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Лоурейру ( Loureiro e Loureira ) - паха шурă иçĕм сорчĕ.Тăван енĕ : Галиси ( Испани ).

Лоурейру сортран тунă эрехсем лавр тата персик шăршиллĕ пулаççĕ. Лоурейру - сайра сорт. Анлăрах Пиринеи çурутравĕнче сарăлнă:

  • Испани: Галиси тăрăхĕнче Лоурейру Трещадура тата Альбариньо сорчĕсемпе хутăштарса паха эрехсем тăваççĕ;
  • Португали: Минью тăрăхĕнче "симĕс эрехсем" ( Vinho verde) тăваççĕ.