Мăнçырмa
Курӑнакан калӑплав
(Мăн çырма ҫинчен куҫарнӑ)
| Герб | Ялав |
|---|---|
| Мăн Çырма | |
| Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
| Республика | Чăваш Республики |
| Район | Вăрмар районĕ |
| Ял тăрăхĕ | Мăн Çырма ял тăрăхĕ |
| Лаптăк | км² |
| Халăх йышĕ | 1425 (2006) |
| Йышлăхĕ | /км² |
| Телефон префиксĕ | +7 83ххх |
| Почта индексĕ | 429ххх |
| Геогр. широти | хх°хх′хх″ Ç/N |
| Геогр. долготи | хх°хх′хх″ Т/E |
| Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
| ОКАТО (код) | |
Мăн çырма (выр. ́Му́сирмы) — Чăваш Республикин Вăрмар районĕн ялĕ.
Мăн çырма ял хуçалăх тăрăхне кĕрет. Ялта 562 кил-çурт. Ялта пурăнакансен шучĕ 1425 çын.
Мăн çырма ял тăрăхĕ шутне кĕрет. Пуçлăхĕ - В. Н. Семенов.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]4 ĕмĕр каялла пуçланнă. Ял пуçлаканĕсĕн ячĕсем: Ветсер, Ахвантиэр, Алсарей тата Сетнер. Вĕсем Раççей патша салтакĕсенчен хальхи ял тăрăхĕсене тарса пытаннă. Çак çĕртсенче йĕри-тавра вăрман, çырма пулнине пула вĕсем çак тăрăхĕсене суйласа вырнаçнă.
Çак таврари çырма пите пысăк пулнине пула пуçланса кайнă та ял ячĕ.
Инфраструктура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта пур:
- вăтăм шкул;
- Культура çурчĕ;
- чиркӳ;
- вулав çурчĕ;
- çыхăну тĕвĕ;
- фельдшер пункчĕ;
- 6 лавкка;
- ача-пăча сачĕ.
Яла газ кĕртнĕ, ял хĕррипе асфальт çулĕ иртет.