Майорова Альбина Геннадьевна
| Альбина Майорова | |
| | |
| Пайăр хыпар | |
|---|---|
| Арлăх: | хӗрарӑм |
| Тулли ят: | Майорова Альбина Геннадьевна |
| Гражданлăх: |
|
| Ăстаçăлăх: | вӑрӑм дистанцисене чупасси |
| Çуралнă вăхăт: | 1977.05.16 |
| Çуралнă вырăн: | ССРП, РСФСР, ЧАССР, Элӗк районӗ, Йӑранар |
| Çӳллĕш: | 160 см |
| Йывăрăш: | 44 кг |
Майорова Альбина Геннадьевна (1977 ҫӑвӑн 16. Чӑваш АССР, Элӗк районӗ, Йӑранар ялӗ) — чӑваш раҫҫей марафонсенчи вӑрӑм дистанцисене чупассин ӑсти. 2012 ҫулхи Нагоя марафонӗн ҫӗнтерӳҫи, харпӑр рекордпа 2:23.52.
Пурнӑҫ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1977 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССРти Элӗк районӗн Йӑранар ялӗнче ҫуралнӑ.
2004 ҫулхи Олимпиадӑра 40-мӗш вырӑна тухнӑ[1]. 2012 ҫулхи Олимп вӑййисенче 9-мӗш вырӑна тухнӑ. 2013 ҫулхи Токио марафонӗнче 4-мӗш вырӑна тухнӑ, пӗтӗмлетӳ 2:26.51. 2013 ҫулхи Мускав чемпионатӗнче 21-мӗш вырӑна тухнӑ, пӗтӗмлетӳ — 2:41.19. 2013 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче Иокогама марафонӗнче ҫӗнтерчӗ, 2:25.55.
2015 ҫулхи Ҫӗпӗр Тӗнчери марафонӗн (SIM) ҫӗнтерӳҫи, рекорд 2:34:15[2].
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Токио марафонӗнче 6-мӗш вырӑна тухнӑ, пӗтӗмлетӳ 2:28.18.
Дисквалификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче анти-допинг йӗркисене пӑснӑран 4 ҫулшӑн дисквалификациленӗ. Спортсмен сӑнаса пӑхнинче тестестерона тупнӑ[3]. Дисквалификацин вӑхӑчӗ 2016 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнчен пуҫланать. Майоровӑн пур пӗтӗмлетӗвӗсене 2016 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 28-мӗшӗ таран нульлетнӗ[4].
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çăвăн 16-мĕшĕнче çуралнисем
- 1977 çулта çуралнисем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Раççейре çуралнисем
- Элĕк районĕнче çуралнисем
- Раҫҫейӗн вӑрӑм дистанцисене чупаканӗсем
- Ҫӑмӑл атлетсем, алфавитпе
- 2012 ҫулхи Ҫуллахи Олимп вӑййисенчи ҫӑмӑл атлетсем
- 2004 ҫулхи Ҫуллахи Олимп вӑййисенчи ҫӑмӑл атлетсем
- Антидопинг йӗркисене пӑснӑран дисквалификациленӗ ҫӑмӑл атлетсем
- Раҫҫейӗн марафон ҫыннисем
- Чăваш Енĕн спортсменĕсем