Макарова Анастасия Григорьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анастасия Макарова
Çуралнă чухнехи ят: Григорьева Анастасия Григорьевна
Çуралнă вăхăт: 1982, раштав, 19
Çуралнă вырăн: Южно-Сахалинск, ССРП
Професси: раççей кино/театр актриси
Карьера: 2006—х.в.

Анастасия Григорьевна Макарова — (19.12.1982, Южно-Сахалинск, Сахалин облаçĕ, РСФСР, ССРП çур.) — раççей актриси, юрăçи.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анастасия 1982 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче Сахалинри Южно-Сахалинскра çуралнă[1][2]. Ашшĕ — электромеханик, моряк[3]. Амăшĕ — экономист.

2000 çулта Мускаври культурăпа ӳнер университетне вĕренме кĕнĕ, 3-мĕш курс хыççăн пăрахнă. Режиссёр пулмашкăн иртерех тесе актёр факультетне кĕме шутланă.

2003 çулта МӲАТ студи-шкулне (Роман Ефимович Козак тата Дмитрий Владимирович Брусникин курсĕ) вĕренме кĕнĕ, профессие алла илмешкĕн нумай роле выляса 2007 çулта хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ[4]

2006 çулта кинора дебют-рольне вылянă. «Ефросинья» телесериала хутшăннă хыççăн Анастасия паллăха тухнă. Халĕ килйышĕнчи пурнăçа актриса ĕçĕ-хĕлне ылмаштарса пурăнать[5]

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Упăшки — Никита Казаков (18-авăн-2010 мăшăрланнă), усламçă.
    • Ывăл — Елисей (2010 çур.)[6]
    • Ывăл — Захар (2013 çур.)
    • Хĕр — Ульяна (2015 çур.)

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 2006 — Счастье по рецепту — Лира Кандыба
  • 2007 — Закон и порядок: Отдел оперативных расследований −1 — Карасева Оксана
  • 2007 — Марш Турецкого (4-мĕш сезон) — Варя Воронина
  • 2007 — Оплачено смертью — наркоманка
  • 2008 — Глухарь — Таня
  • 2008—2010 — Маргоша (все сезоны) — эпизод
  • 2008 — Одно сегодня — эпизод
  • 2008 — Закон и порядок: Отдел оперативных расследований −3 — Марина
  • 2009 — Братья (Ағайынды, Казахстан) — эпизод
  • 2009 — Братаны — Алла
  • 2009 — Большая нефть — Вера Царева
  • 2009 — Отблески — Мила
  • 2010—2013 — Ефросинья (пур сезонĕ те) — Ефросинья / Анастасия Полянская[7]
  • 2022 — Три девицы — Ленка

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Редакция журнала Толстый Кошелек Между Нами Женщинами.Между нами, женщинами 06-2014.— Litres, 2021-04-09.— 32с.— ISBN 978-5-457-75288-7.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]