Контент патне куҫ

Макарова Галина Климентьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Макарова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Галина Макарова
Çуралнă чухнехи ят Чехович Агата Климентьевна
Çуралнă вăхăт 1919, раштав, 19
Çуралнă вырăн Старобин, Слуцк уесĕ, Минск кĕпĕрни, Беларуç
Вилнĕ вăхăт 1993, авăн, 28
Вилнĕ вырăн Минск районĕ, Минск облаçĕ, Беларуç
Професси XX ĕмĕрти совет/беларус актриси
Гражданлăх ССРП
Беларуç
Театр Я. Купала яч. БелАДТ
Чыславсемпе парнесем
Ленин орденĕĔçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
«Ĕçре патăрнăшăн» медаль
«Ĕçре патăрнăшăн» медаль
ССРП халăх артисчĕ— 1980Беларус ССР халăх артисчĕ — 1967Беларус ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1961
IMDb ID 0538414
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Галина Климентьевна Мака́рова (чăн ячĕ — Агата; бел. Галіна Кліменцьеўна Макарава; 27.12.1919, Старобин, Слуцк уесĕ, Минск кĕпĕрни, Беларуç — 28.9.1993, Минск районĕ, Минск облаçĕ, Беларуç) — совет/беларус театр/кино актриси. ССРП халăх артисчĕ (1980).

1919 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Минск кĕпĕрнин Слуцк уесĕнчи Старобин ялĕнче (халĕ Беларуçĕн Минск облаçĕнчи Солигорск районĕ) çуралнă.

Ашшĕ, Климентий Владимирович Чехович, патша çарĕнче офицер пулнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче патша ставкинче хĕсметре тăнă. Сталин репрессисем тапхăрĕнче айăпласа тĕрмене хупнă, килйышĕ вара ашшĕячĕпе çыхăннă пĕтĕм документа çунтарса янă. Хĕрĕн çĕнĕ паспортĕнче çуралнă çулне тĕрĕс мар кăтартнă пулнă. Кайран вăл хăй тĕллĕнех 1916 çулта çуралнине шутласа кăларнă[1].

16 çулта пурăнма Минска куçнă. Килте ĕçлекен, санитарка пулса тăрăшнă. Каярах Пĕрремĕш Беларуç драма театрĕн (халĕ Янка Купала ячĕллĕ академиллĕ наци театрĕ) студинче вĕреннĕ. Вĕреннĕ чухне актриса Галина псевдонима илнĕ, репрессиленĕ ашшĕн Чехович хушаматне амăшĕн хушамачĕ — Апанащик — çине улăштарнă. Çăв хушăрах экстремаллă спорт тĕсĕсемпе, утпа çӳрессипе, сăнă ыватассипе, çаплах тĕрĕленипе хăтланнă. 1937 çулта мотокросс спорчĕпе республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Студире 1938 çулта вĕренсе тухнă. Çав çултах çав театрăн труппине илнĕ.

1939 çулта актриса Иван Макарова качча кайнă та унăн хушаматне илнĕ. Пĕрле Мускава куçса кайнă, кайран Карелие эвакуаципе лекнĕ. 1944 çулта упăшкинчен уйрăлнă та Минска таврăннă, унта каллех Янка Купала ячĕллĕ Беларуç драма театрĕнче хĕсмете тăнă.

Актриса театр сцени çинчи ăнăçа 1954 çулта кĕтсе илнĕ: А. Макаёнок драматургăн «Каçарăр, тархасшăн!» пьесинчи Мария Кирилловна ролĕпе паллăха тухнă. Çакăн хыççăн Макаёнок пьесисенче актриса тăтăшах вылянă, хăшпĕр ролĕсене драматург ятарласа ăна валли çырнă.

Кинора 1958 çултанпа ĕçленĕ. Унăн кинематографри пĕрремĕш çăлтăрла ролĕ — Сергей Микаэлян 1976 çулта ӳнерленĕ «Тăлăх арăмсем» фильмĕнчи Александра Матвеевна Громова.

Галина Макарова 1993 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче Минскран инçех мар хăйĕн дачинче чĕре чарăннипе вилсе кайнă. Минскри Тухăç çăвинче пытарнă.

  • Пĕрремĕш упăшка — Иван Макаров, çарçă.
    • Ывăл — Эдуард Иванович Макаров (1941—2018).
      • Мăнуксем — Яна, Григорий тата Иван.
  • Иккĕмеш упăшка — Павел Пекур (1909—1982), актёр.
    • Хĕр — Татьяна Пекур (Костюнина) (1951 çур.), телережиссёр
      • Мăнук-хĕр — Анастасия Костюнина (1974 çур.).
      • Мăнук — Егор Климович (1984 çур.), актёр/режиссёр.
      • Мăнук-хĕр — Агата Климович (1993 çур.), режиссёр-документалист.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Мультфильмсене сасă кĕртни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăнмавлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Олег Остапенко, «З жураўлінай чарады», кĕнеке, 1995 çул.
  • Почтă маркки, Беларуç, 2009 çул.
  • Актриса пурăннă çурт çинчи асăну хăми, Çĕнтерӳ лапамĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Галина Макарова всю жизнь любила первого мужа // KP.RU.
  2. Люди театра и кино | Актрисы | Галина Макарова. çăлкуçран архивланă 5 Пуш уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 2 Ака уйӑхӗн 2014.
  3. Указ Президиума Верховного Совета СССР от 11 июня 1980 года № 2263—Х «О присвоении почетного звания „Народный артист СССР“ тов. Макаровой Г. К.» // «Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик». — № 25 (2047) от 18 июня 1980 года. — Ст. 484.