Контент патне куҫ

Терехова Маргарита Борисовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Маргарита Терехова ҫинчен куҫарнӑ)
Терехова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Маргарита Терехова
Çуралнă чухнехи ят Маргарита Борисовна Терехова
Çуралнă вăхăт 1942 çулхи çурла, 25-мĕшĕ(1942-08-25)[1] (83 çул)
Çуралнă вырăн Туринск, Свердловск облаçĕ, РСФСР, СССР
Професси XX, XXI ĕм. совет, раççей актриси
режиссёрĕ
Гражданлăх ССРП ССРПРаҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ
Хастар çулсем 1964—2005
Театр Моссовет ячĕллĕ МАДТ
Чыславсемпе парнесем
IMDb ID 0855486
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Маргари́та Бори́совна Те́рехова (1942, çурла, 25, Туринск, Свердловск облаçĕ) — совет, раççей актриси тата театрпа кино режиссёрĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (21.12.1976), РФ халăх артисчĕ (1996).[2]

1942 çулхи çурлан 25-мешĕнче Свердловск облаçĕн Туринск хулинче Облаç драмтеатрĕн Борис Тереховпа Галина Томашевич актёрĕсен çемьинче çуралнă. Шкула ылтăн медальпе вĕçленĕ.

1959 çулта Ташкент университечĕн физика-математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕ çул вĕреннĕ хыççăн, университета пăрахса , Мускава тухса кайнă, унта вăл Моссовет ячĕллĕ театр çумĕнчи Ю. А. Завадскин шкул-студине вĕренме кĕнĕ [3].

Вĕренсе пĕтерсен, 1964 çулта, Моссовет ячĕллĕ театр актриси пулса тăнă, унăн сцени çинче нумай çул хушши ĕçленĕ. 1983 - 1987 çулсенче актриса Игорь Тальковпа пĕрле йĕркеленĕ «Балаганчик» театр коллективĕнче вăй хунă[4].

Театрти ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Когда пройдёт пять лет» (Г. Лорка)

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Актёр ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


  • Ашшĕ — Борис Иванович Терехов[9] — Свердловск театрĕн актёрĕ.
  • Амăшĕ — актриса Галина Станиславовна Томашевич.
  • Пĕрремĕш упăшки (1964—1967) — РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Вячеслав Бутенко.
  • Иккĕмĕш упăшки (1967—1969) — полхар актёрĕ Савва Кириллович Хашимов (пуш, 5 - 1940 — кăрлач, 11 - 2012). 1967 çулта «Бегущая по волнам» фильмра Томас Гарвей рольне сăнарланă.
  • Виççĕмĕш упăшки (1980—1995) — режиссёр Георгий Юрьевич Гаврилов (1958 çур.) 1998 çулта Нью-Йорка куçса кайнă.
  • Ачисем:
    • хĕрĕ — актриса Анна СаввовнаТерехова (1967 çур.), мăнукĕ - Михаил Добрынин (1988 çур.);
    • ывăлĕ — актёр, фотограф, ӳкерӳçĕ Александр Терехов[10][11] (род. 12 июля 1981[12]), окончил ВГИК[9]. Официаллă версипе, ашшĕ Георгий Гаврилов шутланать, çапах та прессăра пĕрре çеç мар Александрăн ашшĕ таджик усламçи тата политик Сайфиддин Тураев пулать тесе çырнă[13]. Терехова тата Тураев 1980 çулта актриса Истаравшанра (Таджикистан) пулнă чухне тĕл пулнă. Ун чухне Тураев трикотаж фабрикин директорĕ пулнă, авланнăскер Тереховăна качча илеймен. Тураев хăйне ашшĕ тесе йышăнмасть[14].
  • Кинĕ — Татьяна Найник, Александр арăме, вĕсен хĕрĕ — Вера Терехова (2015 çур.)[15].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Мария Воробьёва. «Маргарита Терехова. Из первых уст». — М., 2012