Марий-Эл Республикинчи чăваш ялĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Марий-Эл республикинчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕн асăннă субъектĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем.

Калас пулать, ку тĕлте чылай вăхăт хушши, — чи авалхи саманасене шута илмесен, — чăваш ялĕсем пачах та пулман. Чи пирвайхи чăваш ялне 1844-мĕш çулта никĕсленĕ. Вăл ял — Звенигово районĕнчи Чăваш Утарĕ.

Енчен те Марий-Эл енче чăваш ялĕсем, сахал пулин те, пур пулсан, Чăваш республикинче вара çармăс ялĕсем пачах та çук.