Марксизмла политикăлла экономи
Курӑнакан калӑплав

Марксизмла политикăлла экономи (кĕскен: Марксизмла политэкономи) — экономика теорийĕнчи ен, классикăлла политикăлла экономие аталантарнипе çуралнăскер; хаклăхăн ĕçлевле теорийĕ (Адам Смит, Давид Рикардо) çинче никĕсленсе тăрать, анчах та юлашкине Карл Маркс логикăлла тăсса сарнă, унта хушăмла хаклăх вĕрентĕвĕ текеннине хушнă.