Контент патне куҫ

Марц Ирина Андреевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ирина Марц
Çуралнă чухнехи ят: Ирина Андреевна Марц
Çуралнă вăхăт: 1959 çул, çĕртме, 30
Гражданлăх: ССРП РФ

Ирина Андреевна Марц (30.6.1959, çур.) — раҫҫей ӳкерçи, Раҫҫей Ӳнер Академин корреспондент-пайташĕ (2012).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1959 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

1982 ҫулта — Мускаври полиграфи институчӗн пичет продукцине художествӑпа техника енӗпе илемлетмелли факультетран вӗренсе тухнă.

1986 ҫултанпа — Мускаври ӳкерçĕсен пĕрлешĕвен пайташĕ.

2012 ҫулта — Раҫҫей ӳнер академийӗн корреспондент-пайташне суйланнӑ

Ҫемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ашшĕ — Андрей Валерианович Марц (1924-2002), раҫҫей тата совет скульпторӗ-анималист, РСФСР тава тивӗҫлӗ художник, РАХ член-корреспонденчӗ (2000).
  • Амăшĕ — Людмила Викторовна Марц (1935 çулта çуралнă), совет тата раҫҫей ӳнер пĕлевçи, РӲА корреспондент-пайташĕ (2007).

Пултарулăх ĕҫĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӗп произведенисем: "Мускав", "Святой Ҫӗр", "Абрамцево та йери-тавра","Италинче"; "Игорь Пчельников", "Элеонора Жареновăпа Стенопиҫӗ", "Хӗвелтухӑҫ музейӗпе ҫул çӳрекен", "Виктор Корнеев. Скульптура", " Анатолий Комелин. Мастерской", "Искусство Панорами" Альманах 1-4 кӑларӑмсем.

Произведенисем Патшалӑх Вырӑс музейӗнче, Мускаври хальхи искусство музейӗнче, Рязань облаҫӗнчи И.П. Пожалостин ячӗллӗ художество музейӗнче, Патшалӑх историпе художество тата литература "Абрамцево" музейӗнче, Историпе художество "Ҫĕнĕ Иерусалим" музейӗнче.

Фильмăн художник постановщикӗ И. А. Пупова «Кушак ҫури», «Ҫӗнӗ ҫул чÿк уйӑхӗнче».

Чысланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Виктор Попков ячĕллĕ премийĕ (2005)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]