Марченко Людмила Васильевна
Курӑнакан калӑплав
Людмила Марченко | |
Çуралнă вăхăт: | 1940 çулхи çĕртме, 20 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Архипо-Осиповка, Краснодар Ен, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 1997 çулхи кăрлач, 23 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ |
Гражданлăх: |
ССРП РФ |
Професси: | XX ĕмĕрти совет, раççей актриси |
Марченко хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Людми́ла Васи́льевна Ма́рченко (çĕртме, 20 1940, Архипо-Осиповка — кăрлач, 23 1997, Мускав) — совет тата раççей театрпа кино актриси.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Краснодар Енри Архипо-Осиповка чиркӳ ялĕнче 1940 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче çуралнă.
1963 çулта ВГИК-ра (Михаил Ромм ăста лаççи) вĕренсе тухнă.
1963 çултанпа — Александр Румнев ертсе пынă Экспериментлă «Эктемим» пантомима студи театрĕн актриси.
1965—1984 çулсенче — Киноактёр студи театрĕн актриси.
1997 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ваганьково çăвине пытарнă.
Пайăр пурнăç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пĕрремĕш упăшка - Владимир Вербенко, МГИМО студенчĕ.
- Иккĕмĕш упăшка (çырăнман) - Валентин Березин, геолог.
- Виççĕмĕш упăшка (çырăнман) - Виталий Войтенко, Москонцерт администраторĕ.
- Тăваттăмĕш упăшка - Сергей Соколов, иллюстратор-ӳкерçĕ, график.
Ача пулман.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1958 — Добровольцы — Кайтанов-кĕçĕннин савни
- 1959 — Çутă каçсем — Настенька
- 1959 — Тăван кил — Таня Скворцова
- 1960 — До будущей весны — Вера Николаевна, вĕрентӳçĕ
- 1960 — Леон Гаррос тусне шырать — Маша, мускаври хăна çуртĕнчи лифтёр
- 1961 — Дмитро Горицвит — Югина
- 1961 — Хĕр чухнехи çулсем
- 1962 — Без страха и упрёка — Лена, Тоша аппăшĕ
- 1962 — Манăн шăллăм — Галя Бодрова
- 1963 — Полустанок
- 1965 — Люди остаются людьми — Нина
- 1965 — Апат пĕçерекен — Таисья
- 1966 — Туннель — тарçă
- 1966 — Айболит-66 — эпизод
- 1967 — Чикан — Галя, Будулай арăмĕ
- 1967 — Человек бросает якорь — Нина Коваленко
- 1968 — Разведчики — Мари
- 1969 — Каçхи шăнкăрав — эпизод
- 1977 — Ĕçри роман — Самохваловсем патĕнчи хăна
- 1979 — Что-то с телефоном (кĕске фильм) — хăна
- 1980 — О бедном гусаре замолвите слово — провинцири актриса
- 1982 — Кто стучится в дверь ко мне… — Люська, Виталик арăмĕ
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку актёр е актриса пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |