Контент патне куҫ

Мацкявичюс Гедрюс Казимирович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Мацкявичюс хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Гедрюс Казимирович Мацкявичюс
Çуралнă чухнехи ят Гедрюс Мацкявичюс
Çуралнă вăхăт 1945, çу, 18
Çуралнă вырăн Грибенай, Литва ССР (халĕ — Утен уесĕ, Литва)
Вилнĕ вăхăт 2008, кăрлач, 13
Вилнĕ вырăн Мускав, РФ
Професси совет/раççей театр режиссёрĕ
Гражданлăх ССРП
Литва Литва
РФ
Чыславсемпе парнесем
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ

Ге́дрюс Казими́рович Мацкя́вичюс (лит. Giedrius Mackevičius; 18.5.1945, Литва ССР, ССРП — 13.1.2008, Мускав) — совет/литва/раççей театр режиссёрĕ. Сцена ӳнерĕнчи пластикаллă драма тĕсне шутласа кăларнă. «Пластикăллă драма театрĕне» йĕркелекенĕ. РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (1996).

Ывăлĕ — Эрнест Мацкявичюс, тележурналист.

Гедрюс Мацкявичюс Литвари Грибенай[lt] ялĕнче çуралнă. Амăшĕ — Эмилия Мацкявичене, шкулта ачасене вĕрентнĕ, 40 çул тултарсан рак чирĕпе çĕре кĕнĕ. Ашшĕ, Казис Мацкявичюс, вĕрентӳçĕ, Гедрюс çураличченех, арăмне хăварнă.

Шкулта пĕлӳ илсен, амăшĕ хистенипе, Гедрюс Вильнюс университечĕн хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Биохими кафедринче хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ, анчах та специальноçпе ĕçлемен. Университетре чухнех Гедрюс Вильнюсри çамрăксен театрне çӳренĕ, 1967 çулта ăна «Балтиçум чи лайăх мимĕ» хисеплĕ ят панă. Каярах Модрис Тенисон ертсе пынă «Пантомииа ансамблĕнче» вылянă. Каунасри Профсоюзсен керменĕ çумĕнчи пултарулăх литература театăрне ертсе пынă.

Мускаври ГИТИСăн режиссура факультетне вĕренме кĕнĕ. Унăн курсне Станиславский патĕнче вĕреннĕ Мария Кнебель ертсе пынă.

ГИТИС студенчĕ пулнă чухнех, 1973 çултанпа, Гедрюс Мацкявичюс И. В. Курчатов ячĕллĕ атом энергин институчĕн Культура керменĕнче пантомима пултарулăх студине йĕркеленĕ. Кайран, студирен Мускаври пластикăллă драма театрĕ çуралнă, 16 çул хушши репертуарне тытса пынă. Театрăн килĕ пулманнипе труппа хăйĕн спектаклĕсене тĕрлĕ çĕрте вылянă. Гедрюс Мацкявичюс театрĕнче актёр профессийĕ çуккисем те вылянă пулсан та, театр ăнăçлă ССРП, РФ территоринче те, ют çĕрсенче гастроле çӳренĕ.

2008 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Литвара, тăван ялăн çăви çинче, амăшĕн вилтăприпе юнашар, пытарнă.

Взгляд, жест, поза, едва уловимое движение тела «обнажают» человека неизмеримо больше, чем это могут сделать слова. Термин «пластическая драма» хотя и является неологизмом, наиболее точно определяет суть нашего театра, его спектаклей, драматических в своей основе, но построенных только на пластических средствах выражения. Согласитесь, именно безмолвие сопутствует всем крайним, кульминационным моментам человеческой жизни…[1]

Спектакльсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă вĕреннĕскерсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Мацкявичюс Г. Преодоление. — М.: РИПОЛ классик, 2010. — 544 с.: ил.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Гедрюс Мацкявичюс.