Контент патне куҫ

Молодцов Владимир Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Влади́мир Алекса́ндрович Молодцо́в (псевдоним — Па́вел Влади́мирович Бада́ев; çĕртме, 5 1911, Сасово, Тамбов кĕпĕрни, Раççей империйĕ) — утă, 12, 1942, Одесса, Украина ССР) — совет разведчикĕ, патшалăх хăрушсăрлăхĕн капитанĕ. Партизан, Совет Союзĕн Паттăрĕ (чӳк, 5 1944, вилнĕ хыççăн)[1]. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче оккупацири Одессăра развед-диверси уртине ертсе пынă. румын оккупанчĕсем айăпласа вĕлернĕ. Вилтăпри ăçти паллă мар.

1911 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Тамбов кĕпĕрнинчи Сасовăра, чукун çул çинче ĕçлекенсен килйышĕнче çуралнă. Ашшĕ — Александр Георгиевич (1889—1976), амăшĕ — Мария Леонтьевна (1889—1934). 1918 çулта Сасовăри пуçламăш чукун çул шкулне вĕренме кĕнĕ. 1922 çулта вĕсем Мускав кĕпĕрнинчи Прозоровкăна (кайран Кратовăна) куçса кайнă, унтах çичĕ шкулĕнче пĕлӳ илнĕ.

1926 çулта комсомола кĕнĕ те кĕçех Кратовăри ячейка секретарĕ пулса тăнă.

Мухтав Аллейинчи кенотаф. Шевченко паркĕ, Одесса.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]