Мукусев Владимир Викторович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Vladimir Mukusev 1989

Владимир Викторович Мукусев (1951 çур., Ленинград) — журналист.

Унăн ашшĕ, Виктор Дмитриевич Мукусев[1], Тутарстанти Элкел районĕнчи Сиктĕрме ятлă чăваш ялĕнчен тухнă çын.

Çапла вара, Раççейри паллă журналистăн Владимир Викторович Мукусевăн тымарĕсем Сиктĕрмерен. Унăн ашшĕ, тинĕс-çар офицерĕ, кунта çуралса ÿснĕ. Журналист хăйĕн "Парламент России" кĕнекине ашшĕн тăван ялне парнеленĕ. Çав кĕнеке халь аçта упранни паллă мар.

Çав ялти ытти хăшпĕр Мукусевсем[2]:

  • МУКУСЕВ (МУКУСОВ) СТЕПАН ДМИТРИЕВИЧ (1912-?)
  • МУКУСЕВ ВАСИЛИЙ ДМИТРИЕВИЧ (1924-1985)
  • МУКУСЕВА АНАСТАСИЯ ДМИТРИЕВНА (1919-1999)

Асăннă çăлкуçранах çав хушаматлă тепĕр çын ятне курма пулать — МУКУСЕВ МИХАИЛ ЯКОВЛЕВИЧ (хăш çулсенче пурăнни паллă мар, 1941-45-мĕш çулсенче вăрçăра çапăçнă). Анчах та вăл çын Сиктĕрмерен мар, хайхи Элкел районĕнчи тепĕр чăваш ялĕнчен, Кивĕ Матакран.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]