Контент патне куҫ

Нумай чĕлхелĕх

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Мультилингвизм ҫинчен куҫарнӑ)
Нови-Сад хулари мэри çурчĕ çинчи хулан 4 официаллă чĕлхеллĕ нумай чĕлхеллĕ (серб (çаплах патшалăх чĕлхи), венгр (чи йышлă этнос сахалрахăшĕн), словак тата паннон-русин) тапăл.
Швейцари федераци администрацин çĕршыври 4 наци чĕлхиллĕ (нимĕç, франс, итал тата ретороман (романш)) логотипĕ.

Нумай чĕлхелĕх — калаçакан уйрăм çын, е калаçакан пĕрлĕх иккĕ е ытларах чĕлхепе усă курни.

Тĕнчере нумай чĕлхеллисен шучĕ пĕр чĕлхеллисенчен ытларах. Глобализаци тата социаллă уçăмлăх пулăмсем нумай чĕлхелĕхе сарăлма пулăшаççĕ[1].

Халĕ çынсен информаци тупасси, çав шутра ют чĕлхеллине те, интернете пула ансатланса пырать. Çынсем вара ют чĕлхепе калаçакансемпе тĕл пулмасăрах усă кураççĕ.

Темиçе чĕлхене пĕлекен çынна полиглот теççĕ[2].

Лингвистика литературинче нумай чĕлхелĕх, мультилингвизм, полиглосси терминсемпе усă кураççĕ.

Нейроăслăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нейроăслăх нумай чĕлхелĕхĕн тĕрлĕ аспекчĕсене, çав шутра мимере чĕлхен кĕçĕн системисем вырнаçнине, тĕпчет.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ The importance of multilingualism. multilingualism.org. Тĕрĕсленĕ 16 Авӑн уйӑхӗн 2010.
  2. ^ Polyglot - definition of polyglot by the Free Online Dictionary, Thesaurus and Encyclopedia. Thefreedictionary.com. Тĕрĕсленĕ 10 Утӑ уйӑхӗн 2010.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

International Journal of Bilingualism International Journal of Bilingualism International Symposium on Bilingualism International S

«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «multilingual»