Муром хулашĕ
Муром хулашĕ (вырăс. Муромский городок) — Самар облаçĕнчи Ставрополь районĕнче, — Жигули тата Валы ялĕсен хушшинче, — вырнаçнă хулаш. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчен (X-XIII ĕмĕрсем) юлнă археологи палăкĕ шутланать. Ку тăрăхра чăваш ялĕсем çук, çавна кура кунти топонимсен те ятарлă "чăвашлатнă" варианчĕсем çук. Ку вырăн — Самар кукри. Чăваш ялĕсем унта кăнтăр еннелле çеç пур (Çăлкуç, Хурниç, Хурамал). Вĕсем асăннă хулашран чылай аякра тăраççĕ.
Хулаш вырăнĕнче пулнă хулан чăн-чăн ячĕ паллă мар. Анчах та хулаша XVIII-мĕш ĕмĕртех "Муромский городок" теме пуçланă, çавна кура хулине хăйне те малсăлтавлăн çаплах калаççĕ.
Хулаш вырнаçнă вырăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Самар кукри текен вырăнăн çÿрçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă.
Ку вырăнта ятарласа тÿпе айĕнчи музей тăвасшăн. Проект пур. Чылай вăхăт хулаш вырнаçнă çĕрсене ялхуçалах тĕллевĕсемпе усă курнă — сухаланă, акнă, вырнă. Хальхи вăхăтра апла тумаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ялаш.
- Тикеш хулашĕ.
- Хулаш.усă
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Булгарская цивилизация на Волге. – Самара, 2011.
- Древности Самарской Луки. – Самара, 2011.
- Матвеева Г.И., Кочкина А.Ф. Муромский городок. – Самара, 2005.
- Муромский городок. – Самара, 2002.
- Наследие Волжских булгар. – Казань-Самара, 2013.
- Павлович И., Ратник О. Тайны и легенды волжской подземелей. – Самара, 2003.
- Павлович И., Ратник О. Миражи над Жигулями. – Самара, 2002.
- Авдусин Д. А. Археология СССР. М., 1977 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- Авдусин Д. А. Полевая археология СССР. М., 1980 2017 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Матюшин Г. Н. Археологический словарь. М., 1996