Нĕркеç пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Нĕркеç пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул — Нĕркеç ялĕнчи вĕренӳ йĕркелĕвĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Документсемпе килĕшӳллĕ, 1881 çулхи юпан 15-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕнче чиркӳ-прихут шкулне уçнă пулнă. Арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕр классра вĕреннĕ. Шкул çуртне илме укçана ял-йышран пуçтарнă. Пурĕ 28 ача (25 арçын ача, 3 хĕр ача) вĕреннĕ.
Ытларах ку шкулта çĕр ĕçченĕсен ачисем вĕреннĕ. Вĕрентӳ вара вырăс чĕлхипе пынă. Саккуна вĕрентекенĕ пулнă Гавриил Семенович Троицкий, вырăс чĕлхин (сăмахлăх) вĕрентӳçи — Степанов Клементий Степанович.
1888 çултанпа чиркӳ-прихут шкулне грамота шкулĕ ятне тивĕçет. 1918 çулччен ку шкула кӳршĕ ялсенчен те вĕренме çӳренĕ.
2005 çулта Хирти Сĕнтĕр тата Кипеç шкулĕсене хупаççĕ. Ял ачисем Нĕркеç шкулне çуреме пуçлаççĕ.
Вĕрентекенсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шкулта 22 педагог вăй хураççĕ.
Пурлăхпа техника никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шкул пӳлĕмĕсен мĕнпур лаптăкĕ – 5090 тв.м. Шкулта ăста ĕç лаççи, компьютр класĕ, 19 лабаратори кабинечĕ, актă залĕ, спортзал, вулавăш тата апатлану пӳлĕмĕ пур.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |