Навои вилоячӗ
| Навои вилоячӗ узб. Novoiy viloyati / Новоий вилояти | |
| Патшалӑх |
|
|---|---|
| Администраци центрӗ | Навои хули |
| Йӗркеленӗ вӑхӑт | 1982 ҫ. акан 20 |
| Вилоят хокимӗ | Нормат Турсунов |
| Официаллӑ чӗлхе | Узбек чӗлхи |
| Пурӑнан халӑх (2024) |
1 075 000 ҫын (13-мĕш вырăн |
| Йышлӑх | 9,1 ҫын/км² |
| Конфесси йышӗ | мӑсӑльманлӑх-суннӑҫӑлӑх |
| Лаптӑк | 110 800 км² (2-мĕш вырăн) |
|
| |
| Вӑхӑт тӑрӑхӗ | UTC+5 |
| Аббревиатура | UZ-NW |
| ISO 3166-2 кочӗ | UZ-NW |
| Сайчĕ | |
Навои вилоячӗ (Навои облаҫӗ, узб. Navoiy viloyati / Навоий вилояти) — Узбекистанти администрациллӗ-территориллӗ виҫе, вилоят. Администрациллӗ центр — Навои хули.
1982 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Узбек Совет Социализм Республикин Мӑн Канашӗн № 2247-Х йышӑнӑвӗпе Каракалпак АССР-н, Бухарапа Самарканд облаҫӗсен пайӗсенчен Навои хулинчи администарциллӗ центрпе Навои облаҫӗ (узбек чӗлхипе "вилоят") йӗркеленӗ
Тавралӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кызылорда облаҫӗ |
Кызылорда облаҫӗ |
Туркестан облаҫӗ |
Каракалпакстан |
Джизак вилоячӗ | |
Бухара вилоячӗ |
Кашкадарья вилоячӗ |
Самарканд вилоячӗ |
Вилоят Узбекистанӑн варринче вырнаҫнӑ. Узбекистанӑн Каракалпак Республикипе, Бухара, Кашкадарья, Самарканд, Джизак вилоячӗсемпе тата Казахстанӑн Туркестан, Кызылорда облаҫӗсемпе чикӗленет. Регионӑн лаптӑкӗ — 110 800 ҫм². Унӑн ҫурҫӗр-анӑҫӗнче Кызылкум, тухӑҫӗнче Нурат ту хырҫисем, кӑнтӑрӗнче Зеравшан юханшывӗ лартнӑ.
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Навои вилоячӗн халӑх йышӗ — 1 004 500 ҫын. Хулари халӑх — 498 100, ялти — 458 400. 2020 ҫулхи ҫуралу шайӗ 18 234 ҫын, вилӳ шайӗ 4163 ҫын[1].
Халӑхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Узбекистан Республикин Министрсен кабинетӗнчи Халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусемпе ют ҫӗршывсемпе туслӑ ҫыхӑнусен комитечӗн официаллӑ сайтӗнчи кӑларнӑ Андижан вилоятӗнчи халӑхсем ҫинчен пӗлӗмсем тӑрӑх[2]:
- узбексем — 896 267 ҫын;
- казахсем — 37 303 ҫын;
- каракалпаксем — 23 692 ҫын;
- вырӑссем — 16 583 ҫын;
- тутарсем — 6 229 ҫын;
- азербайджансем — 4 210 ҫын;
- украинсем — 897 ҫын;
- кӑркӑссем — 628 ҫын;
- ыттисем — 27 822 ҫын[3].
Администрациллӗ-территориллӗ тытӑмлӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Навои вилоятне 8 район (туман) кӗрет:
- Канимех туманӗ (центр — Канимех);
- Кармана туманӗ (центр — Кармана);
- Кызылтепа туманӗ (центр — Кызылтепа);
- Хатырчи туманӗ (центр — Янгирабат);
- Навбахор туманӗ (центр — Бешрабат);
- Нурата туманӗ (центр — Нурата);
- Тамды туманӗ (центр — Тамдыбулак);
- Учкудук туманӗ (центр — Учкудук).
3 вилоят пӗлтерӗшлӗ хула:
Вилоятӑн администрациллӗ центрӗ — Навои хули, вӑл вилоятри чи пысӑк хула (128 000 яхӑн пурӑнакан). Вилоят йышӗнчи 6 хула, 9 хеп тата 53 ял.
Хокимсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Абдухалык Абдурахманович Айдаркулов (1991—199?),
- Хает Р. Гаффаров (04.01.1995-11.1998),
- Гайбулло Дилов (1999-31.05.2002),
- Бахриддин Муртазаевич Рузиев (31.05.2002-12.12.2008),
- Эркинжон Окбутаевич Турдимов (12.12.2008-16.12.2016)[4],
- Турсунов Кобул Бекназарович (2016-ран 2021-ччен).
- Нормат Тулкунович Турсунов (2021-рен х.в-ччен)
Ҫавӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Автономиллӗ республика | |
|---|---|
| Вилоятсем | |
| Тӗп хула | |