Контент патне куҫ

Навроцкий Кароль

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Навроцкий Кароль
(пол. Karol Nawrocki)

Трамппа 2025 ҫулхи тӗл пулура
Ҫуралнӑ чухнехи ят: Karol Tadeusz Nawrocki
Суя ятсем: Tadeusz Batyr
Ҫуралнӑ вӑхӑт: 1983 ҫ. пушӑн 3[1]
Ҫуралнӑ вырӑн ПХР, Гданьск[1]
Элтешлӗх: Польша Польша
Парти: Саккун тата тӗрӗслӗх (2025)
партисӗр (2025-хальхи)
Ӗҫлев тӗсӗ: политика, истори ӑсталӑхӗ, Польша президенчӗ

Кароль Тадеуш Навроцкий (пол. Karol Tadeusz Nawrocki, 1983 ҫ. пушӑн 3 ҫур., ПХР, Гданьск[2]) — Польшӑн пӗрлӗхлӗ те политикӑллӑ ӗҫченӗ, историҫи. 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен Польша Республикин президенчӗ[3].

2013-2017 ҫ. Гданьскри Наци асӑнӑвӗн институчӗн Пӗрлӗх вӗрентӗвӗн бюровӗн етрӳҫи, 2011-2017 ҫ. Гданьскӑн Седльце районӗн канашӗн ертӳҫи, 2017-2021 ҫ. Гданьскри Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин музейӗн директорӗ, 2021 ҫултан Наци асӑнӑвӗн интитутӗнче ӗҫлет.

Яваплӑ вырӑнсенчи, тавлашура е ПНО пуххинче пек, снюса ҫиекен пек паллӑ[4].

Ҫамрӑк пурнӑҫпа вӗренӳ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1983 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Польша Халӑх Респбуликин Гданьск хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ, Рышард (1949–2008), токарь профессийӗпе «Пӗршухӑшлӑх» пайташӗ пулнӑ. Амӑшӗ, Эльжбета, кӗнеке ҫийӗ тӑвакан пулнӑ. Йӑмӑкӗ Нина ятлӑ, Краковри ресторанта кондитер ӗҫлет. Пуҫламӑш шкулӗпе аслӑ шкулӗ (4-мӗш нумерлӗ) Гданьскра вӗренсе пӗтернӗ.[5]. 2003 ҫулта Гданьскри аслӑ пӗлӳ шкулӗнчи "персоналӑн менеджмент специалисчӗ" специальноҫ илнӗ[5]. 2003-2008 ҫ. Гданьск университетӗнчи истори факультетӗнче магистр степенӗччен вӗренчӗ.[6]

Ку университетре те гуманитари пӗлӗвӗсен тухтӑрӗн степенӗ илнӗ, диссертацийӗ «1976–1989 ҫ. Эльблонг вайпутлӑхӗнчи коммунизм ертсе пырӑвне хирӗҫӳ»[7][5]. 2023 ҫулта Гданьск политехника университетне вӗренсе пӗтернӗ[8].

Карьера пуҫламӑшӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2013-2017 ҫ. Гданьскри Наци асӑнӑвӗн институчӗн Пӗрлӗх вӗрентӗвӗн бюровӗн етрӳҫи, 2011-2017 ҫ. Гданьскӑн Седльце районӗн канашӗн ертӳҫи[7], 2017-2021 ҫ. Гданьскри Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин музейӗн директорӗ, 2021 ҫултан Наци асӑнӑвӗн интитутӗнче ӗҫлет, пуҫламӑшран президенчӗн ҫумӗ пек, унтан президент пек.

2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Саккун тата тӗрӗслӗх» партирен президент постне пӑхӑнман кандидат пек ҫирӗплетнӗ[9].

Президент суйлавӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2025 ҫулхи Польшӑри президент суйлавӗнчи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче пӗрремӗш туртан иккӗмӗш вырӑна 29,54 %-пе тухнӑ (Рафал Тшасковские выляса янӑ, вӑл 31,36 %-чен ҫитнӗ)[10]. Иккӗмӗш турта ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 50,89 %-пе суйлава ҫӗнтернӗ[11][12].

Президентлӗх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2025 ҫ. ҫурлан 6 Кароль Навроцкийӗн унӑн инаугурацинче калать

2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче президент вырӑнне кӗнӗ, ку постра вӑл Анджей Дудӑна улӑштарнӑ. Ку кунра вӑл Польша хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсем умӗнчи церемонире вӑл президент яваплӑхӗ илнӗ[13].

Премьер-министрпе тата ерсте пырупа ҫыхӑнусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Навроцкий президентлӗхӗн пӗрремӗш уйӑхӗсем премьер-министр Дональд Тускпа ертсе пыракан коалиципе хирӗҫӳсем палӑртнӑ[14]. Кароль Навроцкий Туска Польшӑн чи япӑх премьерӗ шутлать, анчах унпа ӗҫлеме хатӗр[15]. Навроцкийӗн тӗллевӗ Туск коалицийӗн арканӑвӗпе срокченхи парламент суйлавӗ пулма пултарать[16][17]. Президент премьер-министрпе пӗрремӗш хут 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче официаллӑ тӗл пулнӑ[18].

Патшалӑх Медаль Чыслани ҫулӗ
 Польша Кӗмӗл Тивӗҫлӗх хӗресӗ2021 ҫ. юпан 19[19]
Бронза Тивӗҫлӗх хӗресӗ2016 ҫ. чӳкӗн 4[20]
Pro Patria медалӗ 2018 ҫ. ҫурлан 4[21]
«Bene Merito» хисеплӗ паллӑ 2020 ҫ. утӑн 9[22]
Чикӗ хӗсмечӗн йӗркеленӗренпе вӑтӑр ҫул ҫитнӗ асӑну медалӗ 2022 ҫ. авӑнӑн 29[23]
«Pro Bono Poloniae» медаль 2023 ҫ. раштавӑн 4[24]
Шурӑ Ӑмӑрт орденӗ (ex officio) 2025 ҫ. ҫурлан 6[25]
Польша Чӗрӗлӗвӗн орденӗн Мӑн хресчӗ (ex officio) 2025 ҫ. ҫурлан 6[25]
 Казахстан «Казахстанти поляксем умӗнчи тивӗҫлӗхшӗн» медаль2018 ҫ. акан 30[26]

Ҫавӑн пек пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 Karol Nawrocki // katalog.bip.ipn.gov.pl
  2. Institute of National Remembrance Karol Nawrocki, Ph.D. (поляк).
  3. Stępień, Marta Kandydat PiS na prezydenta. Ogłoszono decyzję (поляк) (2024-11-24).
  4. Президент Польши употребил снюс во время Генассамблеи ООН — момент показали на видео (выр.).
  5. 1 2 3 Jarzębski, Marcin Kim jest Karol Nawrocki? Wszystkie tajemnice kandydata (поляк).
  6. Dr Karol Nawrocki, a graduate of the Faculty of History of the University of Gdańsk, won the competition for the chairperson of IPN (28 April 2021). Тĕрĕсленĕ 23 Раштав уйӑхӗн 2021.
  7. 1 2 Karol Nawrocki, Ph.D. President of the Institute of National Remembrance.
  8. Prezes Instytutu Pamięci Narodowej. Instytut Pamięci Narodowej.
  9. Wybory Prezydenta Rzeczypospolitej Polskiej w 2025 r. (поляк).
  10. Во второй тур президентских выборов в Польше вышли Тшасковский и Навроцкий (выр.) (2025-05-19).
  11. На выборах президента Польши победил консерватор Навроцкий (выр.) (2025-06-01).
  12. Кароль Навроцкий побеждает на выборах в Польше кто он и что говорил об Украине. PlayGround.ru (2025-06-02). Тĕрĕсленĕ 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2025.
  13. Karol Nawrocki zaprzysiężony, przejął zwierzchnictwo nad armią. Tusk: Kaczyński się nie cieszył (поляк), Polityka (2025-08-06.DMY.2026).
  14. Czermiński, Jakub. Spotkanie Karola Nawrockiego i Donalda Tuska. Pierwsza taka rozmowa prezydenta z premierem, Rzeczpospolita (2025-08-14.DMY.2026).
  15. Pałac Prezydencki. Uroczystość wręczenia odznaczeń (поляк) (19 October 2021).
  16. Postanowienie nr rej. 514/2016 Prezydenta Rzeczypospolitej Polskiej z dnia 4 listopada 2016 r. o nadaniu odznaczeń (поляк) (30 January 2017).
  17. Narodowej, Instytut Pamięci. "Dziękujemy wam za wolną Polskę". Uroczyste odsłonięcie Pomnika Żołnierzy Wyklętych – Gdańsk, 4 sierpnia 2018 (поляк), Instytut Pamięci Narodowej.
  18. S.A, Telewizja Polska Dr Karol Nawrocki odznaczony "Bene Merito" (поляк).
  19. Otwarcie Przystanku Historia IPN przy Nadbużańskim Oddziale SG (поляк).
  20. W Belwederze upamiętniono Marszałka Piłsudskiego (поляк).
  21. 1 2 Kowalczyk, Michał Prezydent Karol Nawrocki podczas uroczystości na Zamku Królewskim w Warszawie objął symboliczne zwierzchnictwo nad Orderem Orła Białego i Orderem Odrodzenia Polski – dwoma najstarszymi cywilnymi odznaczeniami państwowymi. (поляк) (12 December 2014).
  22. Tydzień Polski w Ałmaty w ramach obchodów 100. rocznicy Odzyskania przez Polskę Niepodległości (30.04.2018).