Контент патне куҫ

Нагорная Дарья Сергеевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Нагорная хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Спиридонова хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Дарья Нагорная (Спиридонова)

Дарья 2014 ҫулта
Пайăр хыпар
Арлăх: хӗрарӑм
Тулли ят: Дарья Сергеевна Нагорная
Тăван ят: Дарья Сергеевна Спиридонова
Гражданлăх: Раҫҫей Федерацийӗ
Ăстаçăлăх: хӗрарӑм спортлӑ гимнастики
Клуб: «Самбо-70» команда/ЦСКА[1]
Çуралнă вăхăт: 1999.07.8 (26 ҫул)
Çуралнă вырăн: РФ, Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар
Професси карьери: 2010—2021
Тренер(сем): Фомкина Татьяна Александровна[1][2]
Çӳллĕш: 156 см
Йывăрăш: 45 кг

Дарья Сергеевна Нагорная (мӑшӑрланничченхи тата спорт ӑмӑртӑвӗсенчи хушаматСпиридонова, 1998 утӑн 8-мӗшӗ, РФ, Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар) — чӑваш раҫҫей гимнасчӗ. 2016 ҫулхи Бразилин Рио-де-Жанейро хулинче Олимп вӑййисенчи команда вӑййинче[4] кӗмӗл призёрӗ, 2015 ҫулхи Тӗнче ҫӗнтерӳҫи, 2014 ҫулхи Тӗнче чемпионачӗн икӗ хут бронзӑллӑ призёрӗ, 2015 тата 2016 ҫулсенчи Европӑн икӗ хут ҫӗнтерӳҫи, 2016 ҫулхи Европа чемпионачӗн кӗмӗл призёрӗ, 2014 ҫулхи Европа чемпионачӗн икӗ хут бронзӑллӑ призёрӗ, 2018 тата 2019 ҫулсенчи Тӗнче икӗ хут кӗмӗл призёрӗ. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт ӑсти[5]. 2018 ҫулта раҫҫей гимнасчӗпе Нагорный Никитӑпа мӑшӑрланнӑ[6].

Кӗҫӗн карьера

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӗрремӗш хут Дарья Спиридонова тӗнчери шайра 2012 ҫулхи Германин Бергиш-Гладбах хулинче олимпчченхи ҫамрӑк ӑмӑртӑвӗнче многоборйӗре ылтӑн медалӗ ҫӗнтерчӗ.

2013 ҫул Спиридоновӑшӑн питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Ҫурхи вӑхӑтра Раҫҫейӗн юниорсем хушшинче команда йышӗнче пулса вӑл ылтӑн тата тшк[3] (малалла ҫӑмӑл — кашта) ҫинчи кӗмӗл илчӗ. Олимп шанӑҫӗсенче кашта ҫинчи хӑй командӑра хутшӑнса ылтӑн, многоборйӗре бронза тата тӗрек[7] сиккинче 5-мӗш вырӑна тухса ҫӗнтерчӗ. KSI ӑмӑртӑвӗнче хутшӑнса команда многоборйинче ылтӑн ҫӗнтерчӗ.

Мӑн карьера

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслӑ спортсменсем хушшинче Дарья 2014 ҫулхи тӗнче кубокӗнче пӗрремӗш хут хутшӑннӑ, анчах финала тухман. Унтан, ака уйӑхӗнче Раҫҫей чемпионатӗнчи кашта ҫинчи ылтӑн, команда ӑмӑртӑвӗнче кӗмӗл илнӗ, многоборйӗре 5-мӗш тата ирӗк хӑнӑхтарура 7-мӗш вырӑна тухнӑ[8][9].

2014 ҫулхи Европа чемпионатӗнче Спиридонова кашта, пӗрене ҫинчи тата ирӗк хӑнӑхтарура ӑмӑртнӑ. Вӑл кашта ҫинчи 14.900 ҫитнӗрен ӑмӑртӑвӑн 4-мӗш вырӑна тухнӑ. Татах, вӑл пӗрене ҫинчи 14.058 тата ирӗк хӑнӑхтарура 11.900 ҫитнӗ. Команда финалӗнче вӑл кашта ҫинчи 15.066, пӗрене ҫинчи 12.300 тата ирӗк хӑнӑхтарура 13.100 ҫитнӗрен Раҫҫей командине бронза медалне илме пулӑшнӑ[10][11][12][13][14].

Индивидуаллӑ шутлавра вӑл финалта кашта ҫинчи бронзӑна илнӗ, пӗтӗмлетӳ — 15.283. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Артур Гандер Мемориалта румын спортсменне Лариса Йордаке вырӑнне пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ку унӑн аслисем хушшинче пӗрремӗш тӗнчери ҫӗнтерӳ. Темиҫе кунран вӑл раҫҫей спортсменӗпе Игнатьев Никитӑпа (Ҫӗнӗ Ҫӗпӗртен) пӗрле хӑй иккӗмӗш тӗнчери ҫӗнтерӗве ҫитнӗ, Швейцари кубокӗ. Massila Master ӑмӑртура многоборйӗре вӑл унӑн карьерӑра пӗрремӗш корона илнӗ.

Дарья 2015 ҫулхи пушӑн 2—8 Раҫҫейӗн Пенза хулинчи Раҫҫей чемпионатӗнче хутшӑннӑ. Унта вӑл командӑпа кӗмӗл медалне илнӗ, многоборйӗре 4-мӗш вырӑна тухнӑ, кашта ҫинчи ылтӑн тата пӗрене ҫинчи кӗмӗл ҫӗнтерсе илнӗ.

Унӑн лайӑх пӗтӗмлетӳсене пула Спиродоновӑна Францин Монпелье хулинчи Европа чемпионатӗнче хутшӑнма суйланӑ. Чемпионат 2015 ҫулхи акан 15—19-мӗшӗнче пулнӑ. Финалти многоборйӗре вӑл 13-мӗш вырӑна тухнӑ. Тӗрлӗ ҫӳллӗ кашта ҫинчи вӑл ылтӑн илнӗ, рекорда туса вӑл ҫав вӑхӑтри Европа чемпионне Бекки Дауние ӑмӑртнӑ.

Аслӑ Британин Глазго хулинчи Тӗнче чемпионатӗнче Спиридонова тӗрлӗ ҫӳллӗ кашта ҫинчи тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ытти виҫӗ гимнастсемпе тӑваттӑ енлӗ пӗртанлӑхра ӑмӑртса хутшӑннӑ.

Спиридонова (сулахайран иккӗмӗш) тата Раҫҫей команди вӗсен Олимп кӗмӗл медалӗсемпе

Спиридонова 2016 ҫулхи пушӑн 28акан 10 Раҫҫейӗн Пенза хулинче спорт гимнастикин чемпионатӗнче хутшӑннӑ. Командӑпа вӑл кӗмӗл ҫӗнтернӗ тата раҫҫей спортсменӗпе Скрыпник Дарйӑпа (Краснодартан) кашта ҫинчи ылтӑна пайланӑ. Чемпионат вӗҫленнӗ тӑрӑх Спиридонова тата унӑн коллегӑсем Мустафина, Мельникова, Тутхалян, Афанасьева Европа чемпионатӗнче хутшӑннишӗн суйланӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1—5 Швейцарин Берн хулинче спорт гимнастикин Европа чемпионатӗнче Дарья Раҫҫейшӗн 2-мӗш вырӑна тухнӑ (173.261) тата кашта ҫинчи 4-мӗш вырӑна тухнӑ (14.733). "2 ҫын пӗр ҫӗршывран" йӗрке тӑрӑх Спиридонова унӑн тусне Мельникова вырӑнне финалти кашта ҫинчи ӑмӑртура хутшӑннӑ. Команда финалӗнче вӑл кашта ҫинчи 15.333 пухнӑран Раҫҫее 1-мӗш вырӑна тухнӑ (175.212). Кашта ҫинчи вӑл кӗмӗл медалне ҫӗнтерсе иртнӗ кашта ҫинчи чемпиона Аслӑ Британин Бекки Дауние 0.034 ҫине лайӑхрах ӑмӑртнӑ. Спиридоновӑн тус Мутафина Алия бронза илнӗ[4].

2016 ҫулхи Рио-де-Жанейро Олимп вӑййисенчи Спиридонова (центрте) тата Раҫҫей команди

2016 ҫулхи Раҫҫей кубокӗнче Дарья командӑпа 4-мӗш вырӑна тухнӑ тата кашта ҫинчи бронза илнӗ. Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Спиридонова, Мустафина, Тухталян, Мельникова, Пасека Бразилин Рио-де-Жанейро хулинчи Ҫуллахи Олимп вӑййисенче хутшӑннишӗн суйланӑ. 2016 ҫулхи Олимп вӑййисенчи Спиридонова Раҫҫее команд финалне тухма пулӑшнӑ, пӗтӗм баллпа 174.620. Татах, кашта ҫинчи финалта Мустафинӑпа пӗрле вӑл 4-мӗш вырӑна тухнӑ. Команда финалӗнче кашта ҫинчи вӑл 15.100 пухнӑ тата Раҫҫейшӗн кӗмӗл илнӗ, пӗтӗмлетӳ 176.688. Кашта ҫинчи финалта Дарья элементе туса ӳкнӗ тата 8-мӗш вырӑна тухнӑ, 13.966 пухнӑ.

2018 ҫулхи Юпан 17-мӗшӗнче Раҫҫей тӗнче чемпионатӗнче хӑй командӑн йышӗ пуҫтарни ҫинчен пӗлтернӗ, Спиридонова сыхлӑхшӑн суйланӑ[15]. Командӑпа вӑл кӗмӗл медалӗ илнӗ. Раштавӑн 18-мӗшӗнче Дарья Спиридонова раҫҫей гимнасчӗпе Нагорный Никитӑпа (Тан-ҫинчи-Ростовран) мӑшӑрланнӑ[16].

2019 ҫулхи сезонӑн нумайрахӑш пайӗ 2018 ҫул вӗҫӗнче пакӑлчак хуҫӑлнине пула пулман[17]. Ҫурла уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей кубокӗн ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, ӑҫта кашта тата пӗрене ҫинчи кӑна ӑмӑртнӑ[18]. Вӑл кашта ҫинчи ылтӑн ҫӗнтерсе 2019 ҫулхи юниорсем хушшинчи кашта ҫинчи чемпиона Владислава Уразовӑран тата 2019 ҫулхи Европа вӑййисен кашта ҫинчи чемпионне Ангелина Мельниковӑна малта тухнӑ[19]. Раҫҫей кубокӗ хыҫҫӑн Дарья Спиридонова 2019 ҫулхи Тӗнче чемпионачӗн Раҫҫей командин йышне кӗнӗ, унпа унта Ахаимова, Симакова (унтан ун вырӑнне Пасека суйланӑ[20]), Агафонова тата Щеколдина кӗнӗ[21].

Тӗнче чемпионачӗн квалификациллӗ вӑхӑтӗнче вӑл кашта ҫинчи хутшӑнса Раҫҫее команда финалне кӗме пулӑшнӑ, вӑл АПШпа КХРтан кайра вырӑна тухнӑ. Индивидуаллӑ шутлавра вӑл кашта ҫинчи финалта ӑмӑртса хальхи тӗнче чемпионӗн Бельгин Дервал Нина хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Спорт гимнастикин Раҫҫей суйласа пухнӑ хӗрарӑм командин[22] тӗп тренерӗн Родионенко Валентинӑн кӗтменлӗхсемсӗр пуҫне[23] вӗсем команда финалӗнче кӗмӗл медалӗ илнӗ, Спиридонова вара кашта ҫинчи ҫав кунра иккӗмӗш вырӑна тухнӑ (Аслӑ Британин Бекки Дауни хыҫҫӑн)[24]. Кашта ҫинчи финалта Дарья 6-мӗш вырӑна тухнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗ вӗҫӗнче Дарья Спиридонова нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Австралин Мельбурн хулинчи Тӗнче кубокне хутшӑнакансен йышне кӗнӗ. Унта вӑл кашта ҫинчи Украинӑн Варинская Диана тата Австралин Джорджия Годвин хыҫҫӑн 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Унтан вӑл Бакури Тӗнче кубокӗнче хутшӑннӑ: квалификациллӗ вӑхӑтра вӑл кашта ҫинчи 4-мӗш вырӑна тухса ӑмӑртӑвӑн финалне кӗнӗ[25]. Анчах Азербайджанти кӑшӑлвирус эпидемийӗн пуҫланине пула ӑмӑртусем пӑрахнӑ[26].

2021 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче хӑй Инстаграм страницинче Дарья гимнастикӑран тухни ҫинчен пӗлтернӗ[27]. Ҫавран пуҫласа вӑл РФ-н тӗп хулинче Мускавра пурӑнать.

Спорт хыҫҫӑнхи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2023 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Никита тата Дарья Нагорныйсен килйышӗнче ывӑлӗ Марк ҫуралнӑ[28].

Ӑмӑртусен кунҫулӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ҫул Ӑмӑрту Команда вӑййи Многоборье Тӗрек сикки Тӗрлӗ ҫӳллӗ кашта Шайлакан пӗрене Ирӗклӗ хӑнӑхтару
Ҫамрӑк карьера
2011Раҫҫей чемпионачӗ3rd place, bronze medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)5
Кӗҫӗн карьера
2012Олимпчченхи ҫамрӑксен кубокӗ1st place, gold medalist(s)
2013Раҫҫей чемпионачӗ2nd place, silver medalist(s)
Олимп шанӑҫӗсем1st place, gold medalist(s)51st place, gold medalist(s)
KSI кубокӗ1st place, gold medalist(s)1st place, gold medalist(s)
Мӑн карьера
2014Котбус тӗнче кубокӗ
Раҫҫей чемпионачӗ2nd place, silver medalist(s)51st place, gold medalist(s)2nd place, silver medalist(s)7
Европа чемпионачӗ3rd place, bronze medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)
Раҫҫей кубокӗ1st place, gold medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)
Тӗнче чемпионачӗ3rd place, bronze medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)
"Arthur Gander Memorial" ӑмӑрту1st place, gold medalist(s)
Швейцари кубокӗ1st place, gold medalist(s)
Massilia кубокӗ (Master Massilia)2nd place, silver medalist(s)1st place, gold medalist(s)1st place, gold medalist(s)
2015Раҫҫей чемпионачӗ2nd place, silver medalist(s)41st place, gold medalist(s)2nd place, silver medalist(s)
Европа чемпионачӗ131st place, gold medalist(s)
Русудан Сихарулидзе турнирӗ1st place, gold medalist(s)
Раҫҫей кубокӗ1st place, gold medalist(s)1st place, gold medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)3rd place, bronze medalist(s)6
Тӗнче чемпионачӗ41st place, gold medalist(s)
Тойота тӗнчери кубокӗ1st place, gold medalist(s)5
2016DTB Pokal Team Challenge кубокӗ1st place, gold medalist(s)
Раҫҫей чемпионачӗ2nd place, silver medalist(s)71st place, gold medalist(s)5
Европа чемпионачӗ1st place, gold medalist(s)2nd place, silver medalist(s)
Раҫҫей кубокӗ43rd place, bronze medalist(s)
Олимп вӑййисем2nd place, silver medalist(s)8
Elite Gym Massilia (Master) кубокӗ1st place, gold medalist(s)65
2017Рейкьявик тӗнчери вӑййисем2nd place, silver medalist(s)
Раҫҫей чемпионачӗ1st place, gold medalist(s)71st place, gold medalist(s)8
DTB Pokal Team Challenge кубокӗ1st place, gold medalist(s)
Езоло хулин трофейӗ3rd place, bronze medalist(s)187
Универсиада1st place, gold medalist(s)81st place, gold medalist(s)8
2018Раҫҫей чемпионачӗ1st place, gold medalist(s)11
Раҫҫей кубокӗ146
Тӗнче чемпионачӗ2nd place, silver medalist(s)[29]
Котбус тӗнче кубокӗ4
Тойота тӗнчери кубокӗ1st place, gold medalist(s)
2019Раҫҫей чемпионачӗ1st place, gold medalist(s)8
Тӗнче чемпионачӗ2nd place, silver medalist(s)6
2020Мельбурн тӗнче кубокӗ3rd place, bronze medalist(s)
Баку тӗнче кубокӗ4

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. 1 2 Daria Spiridonova at the International Gymnastics Federation
  2. Daria Spiridonova profile (выр.)
  3. 1 2 тӗрлӗ ҫӳллӗ каштасем (акӑл. Uneven Bars)
  4. 1 2 Олимпийские игры - 2016. uniorsport.ru. Тĕрĕсленĕ 14 Ҫурла уйӑхӗн 2016.
  5. Приказ министра спорта от 15 декабря 2015 г. № 180-нг.
  6. "Daria Spiridonova and Nikita Nagornyy got married" 2021 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. тӗрек - опорный
  8. «А сегодня Гагарин в космос полетел», Sportbox.ru, ВГТРК (2014-04-14). Тĕрĕсленĕ 23 Ҫу уйӑхӗн 2014.
  9. Полина Фёдорова, Дарья Спиридонова, Алла Сосницкая и Мария Харенкова — чемпионки России по спортивной гимнастике в отдельных упражнениях. Весь спорт (2014-04-06).
  10. Россиянки Алия Мустафина и Дарья Спиридонова завоевали «серебро» и «бронзу» в упражнениях на брусьях на ЧЕ по художественной гимнастике, Серебряный дождь (2014-05-18). Тĕрĕсленĕ 22 Ҫу уйӑхӗн 2014.
  11. Гимнастки Мустафина и Спиридонова выиграли серебро и бронзу на ЧЕ, РИА Новости (2-14-05-18). Тĕрĕсленĕ 22 Ҫу уйӑхӗн 2014.
  12. Российские гимнастки триуфально выступили на чемпионате Европы, НТВ (2014-05-18). Тĕрĕсленĕ 22 Ҫу уйӑхӗн 2014.
  13. Харенкова и Мустафина взяли золото и бронзу на ЧЕ на бревне (2014-05-18). Тĕрĕсленĕ 22 Ҫу уйӑхӗн 2014.
  14. Российские гимнастки завоевали пять медалей в Софии, Интерфакс (2014-05-18). Тĕрĕсленĕ 22 Ҫу уйӑхӗн 2014.
  15. Russian Teams for Worlds Announced. Gymnovosti (October 17, 2018).
  16. Daria Spiridonova And Nikita Nagornyy Got Married. Gymnovosti (December 18, 2018).
  17. Daria Spiridonova opened up about her injury. Gymnovosti (October 23, 2019).
  18. Russian Cup – schedule and links (22 August 2019).
  19. 2019 Russian Cup Results. The Gymternet (August 28, 2019).
  20. Гимнастка Пасека заменит травмированную Симакову в составе сборной России на ЧМ (выр.). TASS (September 24, 2019).
  21. Назван состав сборной России по спортивной гимнастике на ЧМ в Штутгарте (выр.). ru sport (August 27, 2019).
  22. сборный - суйласа пухнӑ
  23. Родионенко не ожидает высоких результатов от россиянок на ЧМ по спортивной гимнастике (выр.). TASS (October 3, 2019).
  24. US women top Russia, Italy to win team title at Stuttgart Worlds. International Gymnastics Federation (October 8, 2019).
  25. 2020 Baku World Cup Results. The Gymternet (March 13, 2020).
  26. Finals of Baku World Cup cancelled. International Gymnastics Federation (March 13, 2020).
  27. Я УШЛА ИЗ СПОРТА❤️ (выр.). Instagram (February 17, 2021).
  28. В семье гимнастов Нагорных родился первенец (выр.) (2023-06-21).
  29. Спиридонова Раҫҫей командин сыхлӑхӗнче пулнӑ
  30. Указ Президента Российской Федерации от 25.08.2016 № 429 «О награждении государственными наградами Российской Федерации».