Контент патне куҫ

Назарова Маргарита Петровна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Назарова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Маргарита Назарова
Çуралнă чухнехи ят Назарова Маргарита Петровна
Çуралнă вăхăт 1926 çулхи чӳк, 26-мĕшĕ(1926-11-26)[1]
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2005 çулхи юпа, 25-мĕшĕ(2005-10-25) (78 çул) или 2005 çулхи юпа, 27-мĕшĕ(2005-10-27)[1] (78 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх ССРП РФ
Професси СССР, РФ актриси, дрессировщица
Карьера 1954—1983
Чыславсемпе парнесем
«Хисеп палли» орден
РСФСР халăх артисчĕ РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ почётная грамота Президиума Верховного Совета РСФСР
IMDb ID 0623391

Назарова Маргарита Петровна, — тигрсен укротительници. 1926 çулхи чӳк уйăхĕн 26 Ленинград облаçĕнчи Пушкин хулинче çуралнă. 2005 çулхи юпа уйăхĕн 28 Чулхула хулинче вилнĕ.

РСФСР халăх артистки.

Маргарита Назаровăн ашшĕ вăрманçă, амăшĕ вĕрентекен пулнă. 15 çулхи хĕрачана фашистсем Гамбург хулине ăсатнă. Унта ăна малтан кил тарçи, кайран вара кабаре артисчĕ пулса ĕçлеттернĕ. 1945 çулта Назарова хăйĕн тăван çĕршывне таврăннă. Çав çулах вăл Ригăра вырнаçнă цирка акробатика этючĕпе ĕçлеме кĕнĕ. Хуллен майĕн Маргарита Назарова хăйĕн программине чĕрчунсене кĕртме пуçланă — йытăсене, лашасене. Çавăн пекех цирк мотогонщици пулса пăхнă.

"Случай в тайге", "Укротительница тигров", "Тигроловы" кинофильмсенче дублер пулса вылянă.

VI пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестиваленче Назарова тата Константиновский «Водная феерия» программине кăтартнă. Вăл программăшăн вĕсем фестивалĕн ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă. Фестиваль хыççăн çăвăн пекех вĕсене «Полосатый рейс» фильмра ӳкерĕнме чĕннĕ.

Маргарита Назарова пĕррехинче хăйĕн çине гастроль вăхăтĕнче тигр тапăннă хыççăн сцена çинчен кайнă. Çамрăк чухнех Чулхулара панă хваттерĕнче хăйĕн юлашки çулĕсене пĕчченех чухăнлахра иртернĕ.

Тулаш ӳкерчĕксем
Марагрита Назарова и Константин Константиновский
  • Упăшки — Константин Константиновский — дрессировщик.
  • Ывăлĕ — Алексей Константиновский — дрессировщик
  • Мăнук хĕрĕ — Маргарита.
  • Мăнукĕ - Константин

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.