Нидерландсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Koninkrijk der Nederlanden
Нидерландсем
Нидерландсен патшалăх ялавĕ Нидерландсен патшалăх гербĕ
Нидерландсен ялавĕ Нидерландсен гербĕ
LocationNetherlands.png
Патшалăх чĕлхисем голланд (Фрисландире — тата фрис чĕлхи)
Тĕп хула Амстердам
Чи пысăк хула Амстердам, Гаага, Роттердам
Патша Беатрикс
Премьер-министр Ян-Петер Балкененде
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
131 вырăнта
41 526 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе (2005)
 - Йышлăхĕ
58 вырăнта
16 407 491
395/км²
Валюта ячĕ Евро
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +01 пуçласа +01 таран
Патшалăх гимнĕ Нидерландсен патшалăх гимнĕ
Тетел доменĕ .nl
Тел. префиксĕ 31

Нидерландсем, официаллă ячĕ Нидерландсен Патшалăхĕ (гол. Koninkrijk der Nederlanden) — Анăç Европăри патшалăх.
«Нидерландсем» палăрту чăвашла «анат çĕр(шыв)сем» тени пулать, анчах та тӳррĕн каласан, тĕрĕсех тухмасть, мĕншĕн тесен, çак терминпа Нидерландсен, Бельги тата Люксембург (пĕтĕмлетсе — Бенилюкс) çĕрĕсене те палăртмалла пулать. Нидерландсене часах Голланди теççĕ, анчах та çапла калани политика енчен тĕрĕс мар: Кăнтăр тата Çурçĕр Голланди çĕрĕсем — Нидерландсен вуникĕ облаçĕсенчен иккĕшĕ шутланаççĕ. Тĕп хулиАмстердам, правительство Гаага хулинче вырнаçнă. Урăх чаплă хулисем: Роттердам — çĕршывăн тата тĕнчери чи пысăк порчĕ, Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ тата Эйндховен.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Çыранĕсем Çурçĕр тинĕсне тухаççĕ. Çыран хĕррин вăрăммăшĕ — 451 çухрăм. Германипе тата Бельгипе юнашар вырнаçнă. Чикĕ таршшĕ 1 027 çухрăм.

Нидерландсем — Европăра чи тăвăр патшалăх (темиçе карлик-çĕршыва шута илмесен). Çĕршыв Рейн, Маас тата Шельда шывĕсем тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Çĕршывăн çĕрĕсенчен çурри тинĕс шайĕнчен аялларах выртать, кăнтăрта çеç çĕрсем 30 метртан ытла çӳллĕ. Айлăмсен чылайăшĕ Çурçĕр Голландинче, Кăнтăр Голландире тата Флеволандра выртаççĕ. Тинĕс çыранĕсем дюнсенчен пуçланса кайнă. Вĕсен хыççăн тинĕсрен туртса илнĕ çĕрсем — польдерсем. Вĕсене дюнсем тата дамбăсем тинĕс шывĕсенчен сыхланă. Çакăн пирки çапла калаççĕ: «Турă тинĕс тунă, голландсем — çыранĕсене».

Халăх йышĕ[тӳрлет]

Нидерландсенче икĕ тымар халăхĕ пурăнать — голландсем тата фриссем, çаплах иммигрантсен шучĕ те чылай.

Тĕн енĕпе:

Голландсем тĕнчери чи çӳллĕ çынсем: арçынсем (вăтамран) — 1,83 метр, хĕрарăмсем — 1,70 метр.

Климачĕ[тӳрлет]

Кунта ăшă çусем — вăтам температура утăра 16–17 °C. Вăтам температура кăрлачра — 2 °C майлă, континент ăшнелле сивĕрех. Хĕлле, Çĕпĕртен антициклонсем вĕрсе килсен, температура 0 °C аялла анса каять, юр ӳкет, шыв каналĕсем тата кӳлĕсем пăрпа хупланаççĕ. Çулти вăтам нӳрĕк шучĕ — 80 сантиметров, анчах та шалти çĕрсенче татах та сахалтарах.

Мелиораци[тӳрлет]

Истори[тӳрлет]

Транспорт[тӳрлет]

Кунта лапам çĕр пичĕ пулнипе автомобиль çулĕсем нумай, анчах та шыв каналсем çул хывнă чух йывăрлăх кӳреççĕ.

  • Чукун çулсен вăрăммăшĕ — 2 753 çухрăм (вĕсенчен 68 % электричество вăйĕпе — 1897 çм).
  • Пĕтĕм вăрăммăшĕ (ч/ç тата авто) — 111 891 çм.
  • Каналсен тата шывсен çулĕсен пĕтĕм вăрăммăшĕ — 5052 çм.

Çĕршыв хуçалăхĕнче паллă вырăн океан вылять, унăн шывĕпе голландсем Европăна/Европăран чылай суту япалине туртараççĕ. KLM Авиакомпани тĕнчери нумай маршрутсене вĕçет.

Вуламалли[тӳрлет]

  • В. А. Бакир, Ю. Б. Ларионова. Нидерланды. Путеводитель. Вокруг света, 2005. 216 стр. ISBN 5-98652-011-4.
  • Paul Arblaster. A History of the Low Countries. Palgrave Essential Histories Series New York: Palgrave Macmillan, 2006. 298 pp. ISBN 1-4039-4828-3.
  • J. C. H. Blom and E. Lamberts, eds. History of the Low Countries (1999).
  • Jonathan Israel. The Dutch Republic: Its Rise, Greatness, and Fall 1477—1806 (1995).
  • J. A. Kossmann-Putto and E. H. Kossmann. The Low Countries: History of the Northern and Southern Netherlands (1987).
  • Christophe de Voogd. Geschiedenis van Nederland. Arena Amsterdam, 2000. 368 pp. ISBN 90 6974 3671.

Каçăсем[тӳрлет]