Николаев Василий Семёнович
Василий Семенович Николаев | |||||
Çуралнă вăхăт | 1907 çул, ака, 3 | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Тапканчă ялĕ, Чекмагуш районĕ, Пушкăртстан | ||||
Вилнĕ вăхăт | 1995 çул, юпа, 23 | ||||
Вилнĕ вырăн | Банново, Крапивино районĕ, Кемер облаçĕ | ||||
Çар ăрачĕ | пехота | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941- | ||||
Хисеп | |||||
Чаç | 3-мĕш Украина фрончĕн 28-мĕш Çарĕн 2-мĕш гварди механизациленнĕ корпусĕн 5-мĕш гварди механизациленнĕ бригади | ||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Николаев Василий Семенович - Совет Союзĕн Паттăрĕ, пулеметчик, гварди рядовой, чăваш.
Пушкăрт республикин Чекмагуш районĕнчи Тапканчă ялĕнче çуралнă. Пуçламăш шкул пĕтернĕ. 1930-1940-мĕш çулсенче Кемĕр облаçĕн Крапивино районĕнчи "Юность" колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Каярах Çурçĕр Осетинчи Алагир хулинче пурăннă. Унтан 1941-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара кайнă. 3-мĕш Украина фрончĕн 28-мĕш Çарĕн 2-мĕш гварди механизациленнĕ корпусĕн 5-мĕш гварди механизациленнĕ бригадин пулеметчикĕ. 1944-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче (Днепр (юханшыв)каçса тăшманăн атакисене пусарма тата унăн вут точкисене пусмăрласа ытти подразделенисене юханшыв урлă каçма май тумалла. Приказа пурнăçланă май Николаев рядовой хăй сулă туса Днепр урлă каçса пулеметне вырнаçтарса тăшмана икĕ сехет хушши çыран патне ямасть, çав вăхăтра вăтăр ытла тăшмана пĕтерет. Кайран çитнĕ батальонпа пĕрле Херсон облаçĕн Берислав хулине малтанхисен хушшинче тапăнса кĕрет, пулеметпа персе батальона пулăшать. Вăрçă хыççăн Кемер облаçĕн Крапивино районĕнчи Банново ялгне таврăнать.
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 5972 (03.06.1944);
- Ленин орденĕ;
- Тăван çĕршыв вăрçин орденĕ (1 шай)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988
- За нашу Совегскую Родину. Орджоникидзе, 1957.
- Муриев Д.З. Осетии отважные сыны. - Орджоникидзе: Северо-Осетинское изд., 1974
- Подвиги их - бессмертны. - Уфа: Китап, 2000.
- Славные сыны Башкирии. Книга 4. Уфа, 1979
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Николаев Василий Семёнович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Николаев В.С. çинчен Пушкăрт республикин çар мухтавĕн музейĕн сайтĕнче 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Совет гвардийĕ
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕн кавалерĕсем
- «Хăюлăхшăн» медалĕпе чысланисем
- Википеди:Вăрçă ĕçченĕсем пирки портретсăр статьясем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Çынсем, алфавитпа
- 1907 çулта çуралнисем
- Акан 3-мĕшĕнче вилнисем
- 1989 çулта вилнисем
- Раштавăн 29-мĕшĕнче вилнисем