Николаев Иван Николаевич (георгий кавалерĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иван Николаевич Николаев
Çуралнă вăхăт 1880 тĕлн.
Çуралнă вырăн Избеби ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ
(халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ
Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1916, утă, 16
Вилнĕ вырăн Заречье (Волынь Полеçĕ) (халĕ Украина)
Пăхăнулăх Раççей империйĕ
Хисеп Кĕçĕн прапорщик кĕçĕн прапорщик
Çапăçусем/вăрçăсем Вырăс-япун вăрçи Герман вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Николаев Иван Николаевич (1880 тĕлн., Избеби, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) — 16.7.1916, Заречье (Волынь Полеçĕ)) — кĕçĕн прапорщик, Георгий орденĕн тулли кавалерĕ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1904-05 мĕш çулсенче Вырăс-япун вăрçине хутшăннă, Маньчжури çарĕнче хĕсметре тăнă. Демобилизациленсен Вăрмарти мебель хапрăкĕнче вăй хунă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче 308 мĕш пехота Шупашкар полкĕнчи 11-мĕш ротăра разведчик пулнă. 1915 мĕш çулта кĕркунне тăшман пирки тĕрĕс хыпарсене илсе таврăннăшăн касăри салтакран унтер-офицере куçарнă.

1916 çулхи утăн 15-мĕшĕнче Заречье (Волынское Полесье) сали патĕнчи çапăçура ăна вилесле амантнă.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Вырăс-япун вăрçинче çапăçури хастарлăхшăн Св. Георгий 4-мĕш степеньлĕ орденĕн палли.
  • Георгий хĕресĕ: 3-мĕш, 2-мĕш тата 1-мĕш степ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]