Новодубровка (Сарӑту облаҫӗ)
| Сала
Новодубровка
|
Новодубровка — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Петровск районӗнчи Синенькие муниципаллӑ йĕркеленӗвӗнче вырнаҫнӑ сала, ӑҫта пысӑк ирҫе диаспори пурӑнать[1].
Тавралӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Петровск хулинчен тӳрӗ ҫулпа 12 километр ҫурҫӗр-тухӑҫалла вырнаҫнӑ. Сала Тауза юханшывӗн хӗрринче ларать[2]. Новодубровкӑпа юнашар ялсем: Сорокино, 2-мӗш Быстровка, Кивӗ Лопатка.
Кунҫул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сала 1834 ҫулта никӗсленӗ[1], анчах никӗсленӳ официаллӑ ҫулӗ — 1890[3]. Хальхи Новодубровка вӑл итрнӗ икӗ ял — Новая Дубровка сали (урӑх ятсем: Новая Лопатка[4], Новые Дубровки), ӑҫта ирҫесем нумайрахӑш пурӑннӑ тата Быстров хуторӗ (урӑх ятсем: Рымин, Мокроусов, Фомин)[5], ӑҫта вырӑссем нумайрахӑш пурӑннӑ[1].
Быстров
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Быстров хуторӗ Тауза юханшывӗн сывтӑм хӗрринче лартнӑ. Вӑл Петровск уесӗн Петровск вулӑсне кӗнӗ[1]. 1862 ҫулта Раҫҫейре крепоҫ правовне пӑрахнӑ чухне Быстровра 25 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ тата 267 ҫын пурӑннӑ. 1880-мӗш ҫулсенче кунта 84 кил хуҫалӑхӗ тата 485 ҫын[2]. 1912 ҫулта хуторта 109 кил хуҫалӑхӗ тата 536 ҫын пурӑннӑ[1], земски шкул ӗҫленӗ[2]. Совет влаҫӗ килнӗ чухне Быстров хуторӗ Петровск вулӑсӗнчи Быстров ял канашӗн центрӗ пулса тӑнӑ. Хутора ҫӗнӗ ят панӑ — 1-мӗш Быстровка[6], тата унтан ӑна Новодубровка йышне кӗртнӗ.
Новая Дубровка
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1834 ҫулта Пенза уесӗнчен килнӗ ирҫесем кунта Новая Дубровка ялӗ никӗсленӗ. Мӗншӗн ҫӗнӗ яла ҫак ят панӑ икӗ шухӑш пур. Кунта нумай ҫуллӑ юмансем ӳсеҫҫӗ (юманлӑх вырӑсла куҫарсан дубрава пулӗ, кунтан "Дубровка" — чӑвашла "Юманлӑх хушшинчи ял"). Вӗсенчен пӗри 400 ҫуллӑ юман, анчах 2004 ҫулта вӑл пушарта пӗтнӗ. Урӑх шухӑш тӑрӑх, кунта пурӑнма килнӗ пӗрремӗш ҫынсем Пенза уесӗнчи ирҫе ялӗнчен Дубровкӑран пулнӑ[7]. Пӗрремӗш вӑхӑтра Новая Дубровкӑра сахал ҫынсем пурӑннӑ, кӑшт вуннӑ килйыш ытла пулнӑ. Унтан вӗсенчен хальхи ял династийӗсем тухнӑ: Барышевсем, Батаевсем, Евдокимовсем, Егоровсем, Ибряновсем, Кабаняевсем, Кочетковсем, Крупновсем, Кузнецовсем, Куманяевсем, Ломовсем, Сергеевсем, Учаевсем[7]. 1862 ҫулта Новая Дубровкӑра 50 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ, пурӑнакан ҫынсен йышӗ — 388. Ялта арман ӗҫленӗ. Крепоҫ правовне пӑрахни хыҫҫӑнхи Новодубровка (Новая Дубровка) ялӗ Петровск уесӗн Савкино вулӑсӗн йышне кӗртнӗ. 1880-мӗш ҫулсенче ялта 93 кил хуҫалӑхӗпе 608 ҫын пулнӑ. Ял хуҫалӑхӗ аталанма пуҫланӑ, нумай ака кӗмелли хатӗрсем, чӗрчунсем илнӗ. 1910 ҫулта Новодубровкӑра 154 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ тата 1043 ҫын пурӑннӑ[2]. Тауза ҫинчи ик-виҫ шыв арманӗсем ӗҫленӗ. Ялта чиркӳ шкулӗ пулнӑ[7]. Хуторпа Новодубровка Кивӗ Лопатка ялӗнчи Хусан чиркӗвӗн прихутне ҫырса ҫирӗплетнӗрен яла Ҫӗнӗ Лопатка официаллӑ мар ят панӑ. Совет влаҫӗ килнӗренпе Новодубровкӑра ял канашӗ йӗркеленӗ. Новодубровка йышне 1-мӗш Быстровка хуторӗ кӗнӗрентен икӗ вырӑнсен пӗрлешнӗ кунҫулӗ пуҫланӑ[2].
Хальхи Новодубровка
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1921 ҫулта Раҫҫейри элтеш вӑрҫи вӑхӑтӗнче сала урлӑ Попов банди чупса кайнӑ. 1929—1939 ҫулсенче салара коллективизаци, кулакка класс пек пӑрахни, выҫлӑх (1933 ҫулта) пулнӑ. Новодубровкӑра "Туслӑ артель" колхоз йӗркеленӗ, унтан ӑна "Ҫӗнтерӳ" ят панӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине саларан 919 ҫын кайнӑ, вӗсенчен 209 таврӑнман[7]. 1963 ҫулта культура ҫурчӗ, вулавӑш, почта тунӑ. 1976 ҫулта икӗ хутлӑ шкул уҫнӑ. 1984 ҫулта ача-пӑча сачӗпе фельдшер-акушер вырӑнӗ. Кайранхи совет вӑхӑтӗнче сала Сарӑту облаҫӗн Петровск районӗнчи Новодубровка ял канашӗн центрӗ пулнӑ, тата "Ҫӗнтерӳ" колхозӑн тӗп вырӑнӗ пулса тӑнӑ[1]. 1999 ҫулта сала ҫыннисем ТҪАВри пӗтнӗ хӑйсен ялсене палӑка тӑратса лартнӑ[7].
Инфраструктура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Новодубровкӑра шкул, культура ҫурчӗ, медвырӑн, почта тата лавкка пур[8].
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Халăх йышĕ | |
|---|---|
| 2002[9] | 2010[10] |
| 426 | ↘396 |
2002 ҫулта Новодубровка салин халӑх йышӗн 36% — ирҫе мордва.
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1 2 3 4 5 6 Петровск Саратовский. Дороги, которые мы выбираем. Дорога на Новодубровку.
- 1 2 3 4 5 Новодубровка – село в Петровском районе.
- ↑ Козинец С.Б. Сарӑту облаҫӗн топонимиллӗ сӑмахсарӗ. — Сарӑту: "Саратовский справочник", 2015. — ISBN 978-5-91879-282-7
- ↑ Мӗншӗн тесен юнашар Кивӗ Лопатка ялӗ пур
- ↑ Ялти чи пуян улпут ячӗ хисеплесе тӑрса
- ↑ 2-мӗш Быстровка халӗ те уйрӑм ялӗ пек унпа юнашар ларать
- 1 2 3 4 5 Петровский район, Саратовская область, Сайт газеты Петровские вести, История села Новодубровка. moyaokruga.ru. Тĕрĕсленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2018.
- ↑ МБОУ ООШ с. Новодубровка - Историческая справка. novodubrschool.ucoz.ru. Тĕрĕсленĕ 26 Пуш уйӑхӗн 2018.
- ↑ Коряков Ю. Б. Этно-языковой состав населённых пунктов России. — 2016.2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- ↑ Всероссийская перепись населения 2010 года. Численность и размещение населения Саратовской области. çăлкуçран архивланă 6 Утӑ уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 6 Утӑ уйӑхӗн 2014.
Петровск районӗнчи пурӑнан вырӑнсем |
|||
|---|---|---|---|
1-мӗш Берёзовка • 1-мӗш Садовка • 1-мӗш Сосновка • 2-мӗш Берёзовка • 2-мӗш Быстровка • Абодим • Агарёвка • Антиповка • Асметовка • Баклуши • Берёзовка • Бобровка • Богатырёвка • Вишнёвое • Вязьмино • Грачёвка • Григорьевка • Гудошниково • Дмитриевка • Елховка • Жерновка • Забайкино • Кивӗ Лопатка • Ивановка • Ионычевка • Кожевино • Колки • Комсомольский • Коневка • Крутец • Куст • Липовка • Мирный • Мокрое • Мӑн Камышинка • Натальино • Николаевка • Новодубровка • Новозахаркино • Ножкино • Озерки • Оркино • Орловка • Павловка • Пригородный • Рузаевка • Рязановка • Савкино • Седовка • Синенькие • Снежный • Сосновоборское • Студёный • Ҫӗнӗ Ӑвӑс • Ҫӗнӗ Бегучи • Ҫӗнӗ Вершаут • Таволожка • Тарумовка • Тутар Пакаевки • Тракторный • Хомяковка • Языковка • Якобьевка | |||