Новотроицки (Марий-Эл)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Новотроицки (пĕлтерĕшсем).
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Чуваши (пĕлтерĕшсем).
Ял
Новотроицки
Ялав Герб
Ялавĕ Гербĕ
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ [[Марий-Эл республики]]
Хула тăрăхĕ Йошкар-Ола
Координатсем 56°34′17″ с. ш. 47°52′27″ в. д. / 56.571460° с. ш. 47.874066° в. д. / 56.571460; 47.874066 (G) (O) (Я)Координатсем: 56°34′17″ с. ш. 47°52′27″ в. д. / 56.571460° с. ш. 47.874066° в. д. / 56.571460; 47.874066 (G) (O) (Я)
Шалти пайлану урамсем
Никĕсленĕ 1903
Пĕрремĕш асăну 1911
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем те пур
Конфесси йышĕ православсем
Телефон кочĕ +7 +7 83645
Почтă индексĕ 424029
ОКАТО кочĕ 88 401 823 005
Новотроицки (Марий-Эл)Раççей çинче
Red pog.png

Новотроицки (выр. Новотроицкий, улăхри мари У ТРОЦЕ-ПОЧИНКА), — Марий-Эл республикинчи Йошкар-Ола хула тăрăхĕнчи ял. Ăна, 1903-мĕш çултан пуçласа, чăвашсем никĕсленĕ. Халĕ те пурнакансен пĕр пайĕ (26%, 2002) чăвашсемех. Ялăн оригиналлă чăвашла ячĕ пуррипе çукки паллă мар. Ун пекли тупăнсан — статья ятне улăштарма тивет. Çармăссем епле калани пирки пĕлтертĕмĕр ĕнтĕ. Вырăнти ытти çынсем (вырăссем) ку яла чылай вăхăт хăйсен хушшинче "Чуваши" тенĕ[1].

Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Йошкар-Ола таврашĕнче

Ял Йошкар-Ола хулин варринчен 6-7 çухрăм кăнтăрарах вырнаçнă[1]:

<Куçару:Новотроицки ялĕ Йошкар-Ола — Кокшайск çулĕн 9-мĕш километрĕнче тата Сидорово ял канашĕн центрĕнчен, Нолька ялĕнчен, 3 километр кăнтăрарах вырнаçнă.>

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ак çакăн пек хыпарсем пур[1]:

<Куçару: Ята Атăл çинчи Сĕнтĕрвăрринчен килсе яла 1903-мĕш çул пуçламăшĕнче никĕсленĕ çынсем панă. Пичетленĕ çăлкуçра пĕрремĕш хут 1911-мĕш тĕлĕнче асăннă. Чархула уесĕн Варакса вулăсĕн Подборная ялĕ çумĕнче Новотроицкое текен имени пулнă. Çав именин хуçисем 4 кил шутланнă. Çавсем имение 1902-мĕш çулта Хусан кĕпернинчи Шупашкар уесĕнчи Сĕнтĕрвăрри купсин Елизаветы Петровна Короткова тăлăх арăмне тÿлев креппăçĕпе 5900 тенкĕ парса илнĕ. Хуçасем: Гурий Александров (Энĕшкасси Кушкă ялĕ), Назар Тихонов (? ялĕ), Матвей Степанов Шупашкар уесĕнчи (?) вулăсĕн (?) ялĕ), Гордей Тихонов (? ялĕ). Пурте вĕсем Шупашкар уесĕнчен пулнă. Таврари çынсем ку яла Чуваши тенĕ.>

Кунта Сĕнтĕрвăрри çыннисем никĕслени пирки каланă-ха та, анчах та чăннипе чăваш ялĕсенчен тухнă çынсем пирки сăмах пырать. Вĕсем киличчен кунта Сĕнтĕрвăрри купсин тăлăх арăмĕн именийĕ пулнă — çавă кăна. Малалла акă мĕн çырнă[1]:

Татах та малалла[1]:

Ял йышĕ, тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002-мĕш çулхи кăтартусемпе Новотроицкире 379 çын; 26% чăвашсем[2]. Каярахри кăтартусем те пур. Шел пулин те, вĕсенче чăвашсен шайĕ аплах мар çав, пĕчĕкрех. Çакăн сăлтавĕсем яла çĕнĕрен туса хунă çурттăвăм кооперативĕ çумне çыпăçтарнипе çыхăннă (кун пирки аяларах вулăр).

Сăнавçăсем çапла палăртаççĕ[1]:

<Куçару: 20-мĕш ĕмĕрти 1990-мĕш çулсемчченех йыш тĕлĕшпе чăваш ялĕ шутланнă.>

Асăннă тапхăрта чăвашлăх мĕншĕн хăвăрт чакса пыни те паллă[1]:

Çутĕç тата культура[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялти ачасем Йошкар-Олари 26-мĕш вăтам шкула вĕренме çÿреççĕ.

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Назаров Василий Назарович — ялта пуринчен малтан чул çурт хăпартнă çын, çурчĕ паянхи кунчченех сыхланать[1].
  • Назаров Терентий Васильевич — вăрçăчченхи "Ясное утро" колхозăн ертÿçи[1].
  • Назаров Н.Г., профессор, техника наукисен докторĕ (Мускав, Бауман ячĕллĕ МВТУ), яла никĕслекенсенчен пĕрин тăхăмĕ[1].
  • Назаров Анатолий Григорьевич, ялта асăну хăмине уçассине пуçарнă çын, яла никĕслекенсенчен пĕрин тăхăмĕ[1].

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Йошкар-Ола хула тăрăхĕ