Нюшма (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нюшма (выр. Нюжма), — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Атăлăн сулахай юппи.

Нюшма Жуковка патĕнче пуçланать. Малалла Нетеслово кӳлĕ урлă хĕвелтухăçнелле юхать. Юханшыв хĕрринче Восход, Заря ятлă пурăну вырăнĕсем пур, анчах та вĕсем пысăк мар. Нюшма вăрмаллă-шурлăхлă вырăнта юхнăран унăн хĕрринче çынсем пурăнасшăнах мар курăнать.

Юханшыв темиçе хуть явăнса илнĕ хыççăн Атăла юхса кĕрет.