Озолиня Лилита Арвидовна
| Лилита Озолиня | |
| лат. Lilita Ozoliņa | |
| Çуралнă чухнехи ят | Лилита Арвидовна Озолиня |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт | 1947 çулхи чӳк, 19-мĕшĕ |
| Çуралнă вырăн | |
| Вилнĕ вăхăт | 2023 çулхи çĕртме, 5-мĕшĕ[1] (75 çул) |
| Вилнĕ вырăн | |
| Гражданлăх |
|
| Професси | XX, XXI ĕмĕрсенчи совет/латыш актриси |
| Чыславсемпе парнесем | |
| IMDb | ID 0654821 |
Ли́лита О́золиня (лат. Lilita Ozoliņa; 19.11.1947, Рига, Латыш ССР, ССРП) — совет/латыш театрпа кино актриси. Латыш ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1983).
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1947 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Ригăра интеллигентсен килйышĕнче çуралнă. Аппăшĕ Вия пулнă[2]. Ашшĕне репрессиленĕ, амăшне икĕ хĕрачапа Çĕпĕре депортациленĕ. Илсе кайнă чухне виçĕ çулти Вия çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
«Манăн аттене, латыш вĕçевçине, репрессиленĕ. Анне ун хыççăн ссылкăна тухса кайнă, вара манăн аппа Вия пуйăс çинче шăнса вилнĕ»
Шкулти çулсенче медицинăна кăмăлланă, вăтам пĕлӳ илнĕ чухнех медицина училищинче медаппа пулса Университетри ача-пăча клиника пульницинче хăтланнă[3].
Вунă çул тултарнă хĕрачана «Эхо» фильмра касуç ролĕнче пăхнă та илмен. 8 çул иртсен Лилита Рига киностудийĕ çумĕнчи халăх студине кĕнĕ[4].
1966 çултанпа Ян Райнис ячĕллĕ ӳнер театрĕенче хĕсметре. 1969 çулта Лилита киноактёр студинче 1971 çулта — Латвири Я. Витола ячĕллĕ патшалăх консерваторинче актёрский факультетĕнче вĕренсе тухнă[5].
Çав вăхăтрах унăн кинори дебючĕ пулса иртнĕ — вăл а «Когда дождь и ветер стучат в окно» (1967) фильмра Велта рольне сăнарланă. Кинофильма студири вĕрентӳçĕ, Алоиз Бренч режиссёр ӳнерленĕ. Çакăн хыççăн кинори урăх рольсене те сĕннĕ. Чи çӳллĕ популярлăха «Долгая дорога в дюнах» (1980) фильмĕнчи Марта ролĕ хăпартать. Ăнăçу хыççăн нумай-нумай роле вылянă, çав шутра «Юратури ансат вĕрентĕвĕ» мюзиклĕнче те, «Хĕл Мучин пайăр пурнăçĕ» (1982) комедире те, «Иккĕлле капкăн» (1985) политикăри детектив тата ыттисенче те.
Актриса хăйĕн тăван çĕршывĕнче пĕрлĕх/политика ĕçĕ-хĕлене хастаррăн хутшăннă: 1975 çултанпа вăл — ССКП пайташĕ; Латыш ССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă[6].
Совет Пĕрлешĕвĕ аркансан Ригăри киностудире ĕç юлман, вара театра куçнă. Лилита Озолиня хулари икĕ сцена çине: «Дайлес театрĕнче»[7] тата Ригăри вырăс драмин театрĕнче тухнă.
1994 çулта Лилита Озолиня Ригăри киноактёрсен тĕнчери «Балти мерченĕ» фестивальне хутшăннă, фестивальте жюри пайташĕ (председателĕ — ССРП халăх артисчĕ Вия Артмане) пулнă. 1997 çулта çак фестивалĕн жюри председателĕ пулнă.
2023 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Латвире вилнĕ[8][9]. Ригăри Райнис çăвинче, ашшĕ-амăшĕпе юнашар пытарнă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1967 — Когда дождь и ветер стучат в окно — Велта
- 1968 — За поворотом — поворот — Инга
- 1969 — Лучи в стекле — Ася Ритум
- 1970 — Насыпь — Дзидра
- 1970 — Клав — сын Мартина — Ласма
- 1971 — Прогулка — Лилита
- 1972 — Петерс — Настя
- 1973 — Шах королеве бриллиантов — Майга Страута, доктор
- 1973 — Афера Цеплиса — гостья на свадьбе
- 1973 — Олег и Айна — Айна
- 1974 — Не бойся, не отдам! — Дезия
- 1975 — В клешнях чёрного рака — Мара
- 1976 — Сын председателя — Марина
- 1976 — Соната над озером — Вия
- 1979 — Ночь без птиц — Илзе
- 1979 — Незаконченный ужин — Соня
- 1980 — Жаворонки — Визма
- 1980 — Долгая дорога в дюнах — Марта
- 1982 — Личная жизнь Деда Мороза — Ольга Карповна
- 1983 — Краткое наставление в любви — Анна
- 1984 — Аплодисменты, аплодисменты… — гостья на вечеринке
- 1985 — Двойной капкан — Эва
- 1985 — Встретимся в метро — Наташа
- 1985 — Дороги Анны Фирлинг — Иветта
- 1985 — Фронт в отчем доме — Элга
- 1986 — Двойник — Нина
- 1986 — Он, она и дети — Валерия Снежкова
- 1990 — Майя и Пайя
- 1990 — Семья Зитаров — Алвина
- 1996 — Анна
- 2000 — Билет до Риги
- 2002 — Прогулка
- 2004 — Красная капелла — мадам Маер
- 2011 — Хранимые судьбой — Роза Арвидовна Лацис
- 2016 — Герой — Елизавета Ивановна Езерская
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Дозорцев В. Л. Настоящее прошедшее время. [Мемуары]. — Riga: JUMI, 2009. — 288 с. — ISBN 978-9-9843-0158-7
- Кино / гл. ред. С. И. Юткевич. — М.: Советская энциклопедия, 1987.
- Федор Раззаков Богини советского кино. — Эксмо. — ISBN 9785457253605
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Mūžībā devusies Dailes teātra leģenda – aktrise Lilita Ozoliņa
- ↑ Газета «Аргументы и факты» 06.06.2023.
- ↑ Актриса Лилита Озолиня: важно, что ты можешь удивляться (ВИДЕО), Mixnews.lv (выр.). Mixnews.lv. çăлкуçран архивланă 11 Ака уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 6 Ака уйӑхӗн 2016.
- ↑ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносок:0не указан текст - ↑ Юткевич, 1987, с. 528
- ↑ Озолинь Лилита Арвидовна 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. Кино: Энциклопедический словарь/Гл. ред. С. И. Юткевич; Редкол.: Ю. С. Афанасьев, В. Е. Баскаков, И. В. Вайсфельд и др.- М.: Сов. энциклопедия, 1987.- 640 с., 96 л. ил.
- ↑ Что такое Латвийский театр Дайлес // Большой энциклопедический словарь (БЭС) — Словари — Словопедия.
- ↑ Delfi Mūžībā devusies Dailes teātra leģenda – aktrise Lilita Ozoliņa (латыш.) (2023-06-05).
- ↑ Mūžībā devusies aktrise Lilita Ozoliņa (латыш.).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Без галстука» с Лилитой Озолиня на сайте телеканала Россия 24.
- Чӳкĕн 19-мĕшĕнче çуралнисем
- 1947 çулта çуралнисем
- Ригăра çуралнисем
- Çĕртмен 5-мĕшĕнче вилнисем
- 2023 çулта вилнисем
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Латвире вилнисем
- Латви ССР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- ССРП патшалăх премин лауреачĕсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Латвири Язеп Витола ячĕллĕ мусăк академинче вĕренсе тухнисем
- Пайăр çынсем:Ригăри киностуди
- Пайăр çынсем:Дайлес театрĕ
- Латви ССР Аслă Канашĕн депутачĕсем
- ССКП пайташĕсем
- Райнис çăвинче пытарнисем
- Ӑнлантарусенче йӑнӑш пур страницӑсем