Ороте ҫурутравӗ
Ороте ҫурутравӗ (акăл. Orote Peninsula) - Гуам территорийӗн (АПШ) анӑҫ хӗрринче тӑватӑ километрлӗ ҫурутрав. Утравӑн тӗп геологиллӗ уйрӑмлӑхӗ, вӑл Апра гаванӗн кӑнтӑр ҫыранӗ тата Агат пырӗн ҫурҫӗр ҫыранӗ пулса тӑрать. Унӑн тӑрӑ ку Удалл сӑмсахӗ, ҫулпа мар, анчах тӑрӑхпа Гуамӑн тата АПШ-н чи анӑҫ вырӑнӗ. Ҫурутрав ку историллӗ Чаморро халӑхӗн Сумай ялӗн тата испан колониал тапхӑрӗн Форт Сантьягӑн вырӑнӗ[1]. Хальхи вӑхӑтра политика пайланипе, ҫурутрав ку Санта Рита вилладжӗн пайӗ, анчах пур унӑн ҫӗр Гуам ҫар тинӗс базин аллинче[2].
Геологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тухӑҫ Гуам пек, Ороте ҫурутравӗн чи ҫӳллӗ пӑнчӑ - 190 фут (58 метр), вӑл акшар платовӗнче ларать[3]. Акшар чулӗ Плиоцентен Плейстоценччен вӑхӑтра йӗркеленнӗ, ку вырӑн "Мариана акшарӗ" ячӗпе паллӑ. Ҫапла майпа, вӑл шалти вырӑнти вулкан сӑртлӑхӗсенчен уйрӑлса тӑрать[4]. Гуамран пуҫласа утрав витӗр тата Орднанс Аннекс урлӑ, Ороте ҫурутравӗн кӑнтӑр хӗрри тӑрӑх каҫакан Талофофо ҫурӑкӗ вырнаҫнӑ[5].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Нумайрах Гуам историйӗ статьинче вулама пултаратӑр
Пирӗн эрӑчченхи 3500 ҫултан пуҫласа пирӗн эрӑн 500 ҫул таран вӑхӑтра, ҫурутравра тӗрлӗрен Пре-Латте пӗрлӗхӗсем пурӑнчӗҫ. Кунта кӗреҫҫӗ[6]:
- Ороте историллӗ комплексӗ, ӑҫта хӑвӑл комплексӗсем пур, вӗсем Удалл сӑмсахӗнче вырнаҫнӑ (паллӑ Ороте сӑмсахӗ пек)[6].
- Габ Габ, вӑл ҫурутравӑн ҫӗрҫӗр енче вырнаҫнӑ[6].
- Ороте Вилладж (ялӗ), вӑл Дади хӑйӑрлӑхӗнчен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ[6].
- Сумай ялӗ, ӑҫта хӑвӑл комплексӗсем пур, унта Европа цивилизацийӗсемпе тӗл пулни хыҫҫӑн ҫынсем (чаморрӑсем) пурӑнчӗҫ[7].
Испан тапхӑрӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1676 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Испан-Чаморро вӑрҫисен вӑхӑтӗнче Иезуит тӗн сараканӗ Оротӗре килчӗ. Унта вӑл христианлӑха сармалла тата мӑшӑрлантармалла, ҫакна пула Гуамри испан влаҫӗ ӳстермелле[8]. Пӗтӗмлетӳре, ял пӑлханчӗ тата ӑна аркатнӑ, ялӑн халӑхне влаҫӑн аллипе ялсенче валеҫнӗ, ӑҫта вӗсене сӑнаса тата тытса тӑраҫҫӗ[6].
XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Испанин Индисен канашӗ Манила галеонӗсен суту-илӗвне тата Испанин Лӑпкӑ океанта ҫӗрсене ют ҫӗршывсен флочӗн майлӑ юнавланирен хӑранӑ[9]. 1721 ҫулта Меризӑри ларакан Кавитӗрен тӑратнин карапӗ ҫине акӑлчан приватирӗн, Джон Клиппертонӑн тапӑннине пула ӗҫсем япӑхланнӑ[10]. 1734 ҫулта кӗпӗрнаттӑр Франсиско де Карденас Пачеко Апра гаванӗнче атакӑсенчен нумайрах хӳтӗлекен ҫӗнӗ якорь чарӑвне уҫнӑ[9]. Ҫӗнӗ якорь чарӑвне сыхлас тесе 1737 ҫулта хальхи Габ Габран инҫе мар Форт Сан Луис тунӑ[11]. Гавань тухӑвне сыхлас тесе иккӗмӗш батарее Форт Сантьягӑна Ороте сӑмсахӗнче тунӑ. Пӗр ҫӑлкуҫпа Форт Сантьягӑн туни 1721 ҫулта пуҫланнӑ. Ултӑ тапӑ ларас тесе батарей лайӑх пысӑк пулнӑ, тата унта салтак ҫурчӗпе ҫар хатӗрӗсен усравӗ пулнӑ[12]. 1800 ҫулсенче Сумай пӗтӗмӗшпе илсен китсене вӗлерекен карапӗсене пуян порт хули пулса тӑнӑ[7]. Анчах вӑхӑтпа фортсем япӑхланнӑ. 1817 ҫулта Отто фон Коцебу Форт Сан Луис усӑ курмасть каланӑ[11]. 1853 ҫулта Форт Сантьягӑри виҫӗ туппа усӑ курмалла марлӑ пулса тӑнӑ, 1884 ҫулта кӗпӗрнаттӑр Франсиско Оливе и Гарсиа Форт Сантьягӑна сӑнав вырӑнӗ пек кӑна усӑ курма пуртарать каланӑ[9]. Пӗтӗмпех каласан, 1898 ҫулхи Испан-Американ вӑрҫине пула испансем американсен Гуамӑн ҫапӑҫнине чараймарӗҫ[7].
XX-мӗш тата XXI-мӗш ӗмӗрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Американсем ҫурутравран ҫар тата экономика пултарулӑхӗн вырӑнне тунӑ. 1903 ҫулта Commercial Pacific Cable Company (акӑлчанларан: Суту-илӳ кабель Лӑпкӑ океан компанийӗ) Сумай станцийӗ урлӑ шыв айӗнчи телеграф ҫыхӑнӑвӗшӗн кабелне хурса иртрӗ, Пӗрлешӳллӗ Штатсемпе Азие пуҫласа ҫыхӑнтарнӑ. 1920 ҫулхи Гуам халӑх ҫыравӗпе Сумай утравра иккӗмӗш ял пулнӑ, унта 1209 ҫынсем пурӑннӑ[7]. 1921 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче 10 пилотсемпе 90 салтаксенчен пуҫтарнӑ АПШ-н тинӗс пехотин эскадрильи Гуамра килчӗ, тата вӑл хӑй амфиби вӗҫетмӗшӗсемшӗн Сумайра базӑпа ангара тунӑ. 1926 ҫулта эскадрилья административлӗ ҫуртсене тунӑ, анчах малалла ҫулта 1927 ҫулхи Нанкин ӗҫӗн вӑхӑтӗнчи американсене сыхлас тесе ӑна Китая янӑ. 1928 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче Гуамра иртнӗ эскадрильйӑн вырӑнне ҫӗнӗ патруль М-3 эскадрильи килчӗ. Анчах американсемшӗн Сумай авиабази питӗ хаклӑ пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна 1931 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче хупрӗҫ[13].
1923 ҫулта Гуамри гольф пӗрремӗш уйӗ Sumay Golf Links ялта тунӑ. Унтан, 1935 ҫулта "Pan American Airways" авиакомпанийӗ хӑй "China Clipper"-шӗн пӗрремӗш Лӑпкӑ океанӗ урлӑ пассажир сывлӑш ҫыхӑнӑвӗ туса хуса базӑна тунӑ. Тата, "Pan American" Гуамри пӗрремӗш отель ялта тунӑ[7].
1941 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче Японин ҫар кӗнин вӑхӑтӗнче Сумая бомбӑлаҫҫӗ. Пурӑнан халӑх ҫӗршыв шалне чупнӑ, анчах хуларан гарнизона тунӑ японсем вӗсене куҫса кайтарчӗҫ. 1941-1944 ҫулсенчи Япон оккупацийӗнчи Сумай ҫыннисене тӗрлӗрен концентраци уйлӑхне янӑ. Тата, японсем, корейсен тата чаморрӑсен вӑйне усӑ курса Ороте Филд (ҫар ӗҫсемшӗн уй) тунӑ. Авиабазӑран уйрӑлса Ороте Филд ҫӗр ҫинчи пулнӑ, ӑна 1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Филиппин тинӗсӗн ҫапӑҫӑвӗнчи хутшӑнакан Японин вӗҫетмӗшӗсене топливо янишӗн тата хӗҫ-пӑшаллантарнишӗн усӑ курнӑ, анчах аэродрома американ бомбӑлатнипе аркатнӑ. 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче АПШ-н пуҫламӑш ҫар кӗнин икӗ ене атакӑлани пула питӗ вӑйлатнӑ Ороте ҫурутравӗн шалти пулӑшуран уйрӑлнӑ. 1944 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗн юнлӑ ҫапӑҫусем хыҫҫӑн американ хӗҫ-пӑшал вӑйӗсем ҫурутрава хӳтӗленӗ каланӑ. Тӗрлӗрен шутпа, Ороте ҫурутравне хӳтӗлесе 3000 Японин салтакӗ вилнӗ[13].
Лӑпкӑ океан вӑрҫин вӗҫлени хыҫҫӑн АПШ-н ҫар тинӗс вӑйӗсем Сумай ҫыннисене таврӑнма ирӗк паман, XXI ӗмӗрти Гуамра ҫӗнӗ пысӑк ҫар тинӗс базине тӑвас тесе ку ҫӗр кирлӗ, вӗсем каланӑ. Сумай ҫыннисене Санта Ритӑна пурӑнма куҫса кайтарнӑ, ҫапла ҫурутравра тӑван халӑх юлман[7].
Ытти
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Оротӗре Гуам ҫар тинӗс базин пӗчӗк пурӑнан вырӑнӗ пур - Lockwood Terrace.
- 2010 ҫулхи "Чӗрӗ юлнӑ" телесериалӗн "Ҫӗнӗ ҫын" ятлӑ эпилогӑн ӗҫӗсем "Dharma Initiative"-ӗн станцийӗнче, Ороте ҫурутравӗнче пулнӑ[14].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Haun, Daryl A. (October 10, 2019). "Fort Santiago". Guampedia.(акăлч.)
- ^ "Naval Base Guam". CNIC..(акăлч.)
- ^ Chapter 3. Geological and Soil Resources 25 (July 2010).
- ^ Geology of Guam (акăлч.).
- ^ Chapter 3. Geological and Soil Resources 11 (July 2010).
- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Draft Joint Region Marianas Access Plan. Naval Facilities Engineering Command Marianas. çăлкуçран архивланă 24 Ҫӗртме уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 24 Ҫӗртме уйӑхӗн 2015.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Sumay (October 14, 2019).
- ^ Matrimony and Social Change in the Marianas during Spanish Times (January 19, 2021).
- ^ 1, 2 тата 3 Fort Santiago (October 10, 2019).
- ^ Adventurers: John Clipperton and George Shelvocke (January 20, 2021).
- ^ 1 тата 2 Fort San Luis (October 10, 2019).
- ^ Spanish Forts of Guam Overview (October 16, 2019).
- ^ 1 тата 2 Orote Air Field (акăлч.).
- ^ The New Man in Charge (25 August 2010).