Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи

Сехет сăнни куçнă май: Траншейă урлă каçакан Mark IV британ танкĕ; патша флочĕн HMS Irresistible линкорĕ (1898) Дарданелл патĕнчи çапăçура тинĕс минни аркатнă хыççăн шыва путни; противогаз тăхăннă пулемёт рачёчĕ тата биплан Albatros D.III
Вăхăт утă, 28 1914чӳк, 11 1918
Вырăн Европа, Африка тата Çывăх Тухăç (кăштах Китайра тата Лăпкă океан утравĕсенче)
Сăлтав экономика империализмĕ, сутă-илӳ чаракĕсем, хĕçпăшала ăмăртса тăвасси, милитаризм тата автократи, вăйсен балансĕ, вырăнти конфликтсем, Раççейри тата Германири пĕтĕмĕшле мобилизаци тапăчĕ, европа патшалăхĕсен территори хапсăнăвĕсем тата тамăрлă шантарусем.
Пĕтĕмлетни Германипе унăн тамăрĕсене çĕнтерни. Германи, Раççей, Осман империсем тата Австри-Венгри арканни.
Тăшмансем
Антанта тата унăн тамăрĕсем:

Раççей империйĕ Раççей империйĕ/республика

Виççĕмĕш франци республики Франци
Аслă Британи Аслă Британи
Серби Серби
Бельги Бельги
Итали Итали (1915 çултанпа)
Румыни Румыни (1916 çултанпа)
АПШ АПШ (1917 çултанпа)
Япони Япони
тата урăх.

Тĕп патшалăхсем:

Шаблон:Ялавлани/Австри-Венгри
Германи Империйĕ Германи Империйĕ
Осман империйĕ Осман империйĕ
Пăлхари Пăлхари (1915 çултанпа)

Çарпуçсем
Раççей империйĕ аслă кнеç Николай Николаевич

Раççей империйĕ Николай II
Раççей империйĕ М. В. Алексеев
Раççей империйĕ A.A.Брусилов
Раççей империйĕ Л. Г. Корнилов
Раççей империйĕ А. Ф. Керенский
Раççей империйĕ Н. Н. Духонин
Виççĕмĕш франци республики Р. Пуанкаре
Виççĕмĕш франци республики Ж. Клемансо
Виççĕмĕш франци республики Ж. Жоффр
Виççĕмĕш франци республики Ф. Фош
Виççĕмĕш франци республики Р. Нивель
Виççĕмĕш франци республики А. Петен
Виççĕмĕш франци республики Л. Лиотей
Виççĕмĕш франци республики Л. д’Эсперей
Виççĕмĕш франци республики Ж. Галлиэни
Виççĕмĕш франци республики Ш. Манжен
Виççĕмĕш франци республики М. Монури
Виççĕмĕш франци республики О. Дюбай
Виççĕмĕш франци республики Э. де Кассельнау
Виççĕмĕш франци республики Саррай Морис
--> Аслă Британи тата Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ Георг V
Аслă Британи тата Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ Г. Асквит
Аслă Британи тата Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ Д. Ллойд Джордж
Аслă Британи тата Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ Д. Хейг
Аслă Британи тата Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ Дж. Джеллико
Аслă Британи тата Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ Г. Китченер
Серби принц-регент Александр
Серби Р. Путник
Серби Ж. Мишич
Бельги Альберт I
Шаблон:Ялавлани/Италия Виктор Эммануил III
Итали Л. Кадорна
Итали А. Диаз
Итали принц Луиджи
Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Т. Вильсон
Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Дж. Першинг
Япони Окума Сигэнобу
Япони Тэраути Масатакэ

Австро-Венгри Франц Иосиф I

Австро-Венгри Карл I
Австро-Венгри Ф. фон Гётцендорф
Австро-Венгри А. фон Штрауссенбург
Германи Империйĕ Вильгельм II
Германи Империйĕ Э. фон Фалькенхайн
Шаблон:Ялавлани/Германи Империя Пауль фон Гинденбург
Шаблон:Ялавлани/Германская империя Х. фон Мольтке (Кĕçĕнни)
Германи Империйĕ Р. Шеер
Германи Империйĕ Э. Людендорф
Германи Империйĕ кронпринц Рупрехт
Осман империйĕ Мехмед V
Осман империйĕ Мехмед VI
Осман империйĕ Энвер-паша
Осман империйĕ М. Ататюрк
Пăлхари Фердинанд I
Пăлхари В. Вазов
Пăлхари Н. Жеков
Пăлхари Г. Стоянов-Тодоров

Енсен вăйĕсем
паллă мар паллă мар
Çухатнисем
Çар çыннисем пуçне хунă: 5 953 372

Çар çыннисем аманнă: 9 723 991
Çар çыннисем çухалнă: 4 000 676[1]

Çар çыннисем пуçне хунă: 4 043 397

Çар çыннисем аманнă: 8 465 286
Çар çыннисем çухалнă: 3 470 138[1]

Логотип Викисклада Аудио, фото, видео Викиампарта

Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин çапăçу театрĕсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—1918) — Çĕр çинчи этемлĕх кун-çулĕнчи пысăк хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕсенчен пĕри.

1914 çулхи çĕртме 28-мĕшĕнче «Млада Босна» террор йĕркелĕвĕн пайташĕ вунтăхăрçулхи серб гимназисчĕ Гаврила Принцип Сараевăра Франц Фердинанд австри эрцгерцогне вĕлернĕ хыççăн вăрçă тапранса каясси хĕрсех çитет.

Вăрçă хыççăн тăватă импери арканнă: Раççей, Германи, Австро-Венгри тата Осман империсем. Вăрçăна хутшăннă патшалăхсенчи 10 млн яхăн çын вилнĕ, 22 млн çын суранланнă.[2]

Термина палăртни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Историографире çак термина, паллах, 1939 çулта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланса кайнă хыççăн палăртнă. Унчен ăна Аслă вăрçă (акăлч. The Great War, фр. La Grande guerre), ятпа усă курнă.Раççей Империнче хăш чух Иккĕмĕш Тăван çĕршыв (Аттеçĕр) вăрçи, çапла та халăхра (революциччен те, хыççăн та) германи вăрçи тенĕ; кайран СССР вăхăтĕнче большевиксем ăна империализм вăрçи шутне куçарнă.

Хутшăнакансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вар патшалăхсем: Германи, Австро-Венгри, Осман империйĕ, Болгари.

Антанта: Раççей, Франци, Аслă Британи.

Антанта тăмарĕсем (Антантăна вăрçăра пулăшнă): АПШ, Япони, Серби, Итали (вăрçăра Антанта енче 1915 çултанпа, Тройственный союз пайташĕ пулсан та), Черногори, Бельги, Египет, Португали, Румыни, Греци, Бразили, Китай, Куба, Никарагуа, Сиам, Гаити, Либери, Панама, Гватемала, Гондурас, Коста-Рика, Боливи, Доминикан республики, Перу, Уругвай, Эквадор.

Вăрçă пуçланнин хронологийĕ
Кун, çул Кам вăрçăпа тухнă Кама вăрçăпа хапсăннă
1914 утă, 28 Австро-Венгри Серби
1914 çурла, 1 Германи Раççей
1914 çурла, 2 Германи Франци
1914 çурла, 3 Германи Бельги
1914 çурла, 4 Аслă Британи Германи
1914 çурла, 5 Черногори Австро-Венгри
1914 çурла, 6 Австро-Венгри Раççей
1914 çурла, 6 Серби Германи
1914 çурла, 6 Черногори Германи
1914 çурла, 12 Аслă Британи тата Франци Австро-Венгри
1914 çурла, 15 Япони Германи
1914 чӳк, 2 Раççей Турци
1914 чӳк, 5 Аслă Британи тата Франци Турци
1915 çу, 23 Итали Австро-Венгри
1915 юпа, 14 Болгари Серби
1916 пуш, 9 Германи Португали
1916 çурла, 27 Румыни Австро-Венгри
1916 çурла, 28 Итали Германи
1917 ака, 6 АПШ Германи
1917 ака, 7 Панама и Куба Германи
1917 çĕртме, 27 Греци Германи
1917 утă, 22 Сиам Германи
1917 çурла, 4 Либерия Германи
1917 çурла, 14 Китай Германи
1917 юпа, 26 Бразили Германи
1917 раштав, 7 АПШ Австро-Венгри
1918 чӳк, 18 вăрçă вĕçленĕвĕ

Вăрçă умĕнхи кун-çул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Европăра аслă патшалăхсем— Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче хирĕçлӳсем чĕрре кĕме пуçлаççĕ.

1870 çулхи франк-прусси вăрçи хыççăн йĕркеленнĕ Германи империйĕ Европа континтĕнче политикăпа экономика енчен мала тухасшăн тапаçланма тытăннă. Колонисемшĕн кĕрешме 1871 çулĕ хыççăн кăна пуçласан, Германи патшалăхĕ Англи, Франци, Бельги, Нидерландсемпе Португалин харпăрлăхне хăй майла пайлама шутланă.

Германин гегемонлă тĕллевĕсене Раççей, Франци тата Аслă Британи хирĕçлеме пикеннĕ. Çакна пула вĕсем Антанта пĕрлешĕве туса хураççĕ.

Тĕрлĕ халăхлă Австро-Венгри, нацисем хушшинчи хирĕçлӳсем пирки пĕрмаях Европăра хĕрӳ кăвайтлă шутланнă, 1908 çулта туртса илнĕ Боснипе Герцеговинăна (Босни кризисĕ вулăр) алран вĕçертесшĕн мар пулнă. Вăл Балканри пĕтĕм славянсен хӳтĕлевçи — Раççейпе кăнтăр славянсене пĕрлештерме хăтланнă Сербие хирĕç тăрмашнă.

Малти Тухăçра пур патшалăхсен тĕллевĕсем пĕр çĕре тăрăннă, вĕсем арканакан Осман империн (Турци) пурлăхне хапсăннă.

Антанта патшалăхĕсем, пĕр енчен, Германипе Австро-Венгри, тепĕр енчен, талпăшни Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тĕксе çитернĕ. 1914 çул тĕлне икĕ ушкăн чăмăртаннă:

Антанта (вырăс-франци, анкăл-франци, каярах анкăл-вырăс пĕрлешĕвĕ 1907, хыççăн йĕркеленнĕ):

  • Раççей империйĕ;
  • Аслă Британи;
  • Франци.

Блок Виççĕллĕ пĕрлешӳ:

  • Германи;
  • Австро-Венгри;
  • Итали.

Итали, çапах та, вăрçăна 1915 çулта Антанта енче кĕнĕ — Германипе Австро-Венгри çумне вăрçă тапхăрĕнче Турципе Болгари хутшăнса, Тăваттăллă Пĕрлешӳ (е Вар патшалăхĕсен блокĕ) йĕркеленĕ.

Тĕрлĕ çăлкуçсенче асăннă вăрçă сăлтавĕсем шутне экономика империализмĕ, суту-илу чаракĕсем, хĕçпăшал кӳпелĕвĕ, милитаризм тата автократи, вăйсен балансĕ, унчен пулса иртнĕ вырăнти хирĕçӳсем (Балкан вăрçисем, Итал-турккă вăрçи), Раççейпе Германири пĕтĕмĕшле мобилизаци тапачĕсем, территори хапсăнăвесем, европа патшалăхĕсен тăмарлă шантарусем кĕртнĕ.

Пур те вăрçă пуçланнин сăлтавне шыраççĕ те тупаймаççĕ. Вĕсен тĕпчени кăлăхах,тупсăмне вĕсем тупаймĕç. Вăрçă пĕр сăлтавран çеç мар, вăл пĕр харăсах пур сăлтавран тапранса кайнă.

— Томас Вудро Вильсон

Хĕçпăшаллă вăйсенчи лару-тăрăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп патшалăхсен хĕçпăшаллă вăйĕсем
Патшалăх Лăпкă тапхăрти çар йышĕ (пин çын) Мобилизаци хыççăн çар йышĕ (пин çын) Çăмăл кĕпçе Уйри артиллерин йывăр кĕпçи Самолётсем
Германи 768 3822 4840 1688 232
Австро-Венгри 478 2300 3104 168 65
Пурĕпе 1246 6122 7944 1856 297
Антанта хĕçпăшаллă вăйĕсем
Патшалăх Лăпкă тапхăрти çар йышĕ (пин çын) Мобилизаци хыççăн çар йышĕ (пин çын) Çăмăл кĕпçе Уйри артиллерин йывăр кĕпçи Самолётсем
Раççей 1423 5338 6848 240 263
Аслă Британи 411 1000 1226 126 90
Франци 884 3781 3360 84 156
Пурĕпе 2718 10 119 11 434 450 509


Вăрçă тапранса кайни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сараево хулинче 1914 çулта çĕртме, 28 «Млада Босна» вăрттăн ушкăнра тăнă вунтăхăр çулхи серб студенчĕ Гаврила Принцип Австри эрцгерцогне Франц Фердинанда пăшалпа пенĕ. Çакăн хыççăн ĕнтĕ вăрçă тапранса каять. Çак пысăк вăрçă пуçланичченех Европăри аслă патшалăхсем — Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшмен самантсем чылайланса пынă. Германи экономики хăвачĕ хăпарса пынă май ăна тĕнчери сутлăх пасарĕсене тата пуянлăх управĕсене пайлас вăхăт çитсе тăнă, анчах çак ĕçсене Аслă Британи хирĕç пулнă. Французсемпе германсем чикĕ çумĕнчи тавлашуллă çĕрсемшĕн (Эльзаспа Лотаринги) хирĕçме тытăннă. Çывăх Тухăçра пĕтĕм патшалăхсем арканма пуçланнă Осман империйĕн (Турци) çĕрĕсене пайлама (хăйсен айне тума) хатерленсе тăнă.

  • Çурла, 4 — германи çарĕсем Бельгине тапăнса кĕнĕ. Çав кунах Аслă Британи, Раççейпе Франци умĕнчи пĕрлĕх явăпĕсене пурнăçласа, Германине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
  • 1914, авăн (?)— пĕрремĕш (Марна çинчи) çапăçу.
  • 1914 çулхи Тухăç-Прус операцийĕ.

Галицири çапăçу

Вăрçă икĕ тĕп вăрçă театăрĕсенче пынă.

  • Анăç тата Тухăç Европăра;
  • Балканра, Çурçĕр Италиире, колонисенче — Африкăра, Китайра, Океанире.

Юпа, 26 нимĕç шывайкимми U-24 (капитан-лейтенант Шнейдер) французсен «Амираль Гантом» пăрахутне торпедăланă. Пăрахут çинче вăрçă хăрушăвĕнчен таракан 2000 бельги çынни пулнă. Вĕсенчен 40 çын вилĕм тупнă.

1914 çулхи кампани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1914 çулхи Европа.
  • çĕртме, 28 Австро-Венгри Серби умне ультиматум лартнă (эрцгерцога вĕлернĕ серб террорисчĕсене тытса пама хушнă), Серби ультиматумпа килĕшмен, çавăнпа Австро-Венгри Сербине вăрçă пуçланнине пĕлтернĕ.
  • çĕртме, 30 çакăн хыççăн Раççей çар мобилизаци тума тапăч кăларнă, вара Германи Раççей умне мобилизацине 12 сехет хушшинче чармалла тесе ультиматум лартнă.
  • çурла, 1 — Германи Раççее хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
  • çурла, 2 — Германи Люксембурга оккупациленĕ те Бельги умне германи çарĕсене Бельги çĕрĕ витĕр Францине ирттерсе ямалла ультиматум лартнă.
  • çурла, 3 — Германи Францине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.

1915 çулхи кампани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пытантарса лартнă пулемёт вырăнĕ. 1915

  • Горлица талпăнăвĕ
  • Изонцо çинчи пĕрремĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи иккĕмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи виççĕмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи тăваттăмĕш çапăçу

Вăрçă пуçлансанах тӳрех паллă пулать, çак хаяр кĕрешӳ тăсăмĕ вăрăм туртăмлă пулать. Антанта çĕршывĕсем, хăйсен вăйĕсем чылай пулсан та, пĕрлĕхлĕ ĕçсем тытса пырайман, çакăнпа уса курса Германи нумай тапхăр тапа тан вăрçма пултарнă.

Пĕрремĕш ăстрăм вăрçă хирĕсенче çапăçусем çав тери анлă пулса каяççĕ, весенче чылай халăхлă çарсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех пĕрмĕш хут танксене, авиацийе, дредноутсене (карапсене), хими хĕç-пăшалне çапăçусене кĕртнĕ. Раççей çарĕсем пĕрре çеç мар тăшманăн дивизийĕсене хăйсем çине çавăрса тăмарĕсене пĕтĕмпех çапса аркатиччен хăтарса пынă.

1916 çулхи вăрçă кампанийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:RussianExpeditionaryForceinFrance.jpg
Францири Вырăс экспедици корпусĕ. 1916 çулхи çу, Шампань. 1-мĕш бригадăн пуçлăхĕ генерал Лохвицкий вырăс тата франци офицерĕсемпе позицисене пăхса çӳрет
1916 çулхи вăрçă кивçенĕ. «Нива» журналри янрав
  • Брусилов талпăнăвĕ;
  • Сомма çумĕнчи çапăçу
  • Ютланди çапăçăвĕ;
  • Верден çумĕнчи çапăçу
  • Изонцо çинчи пиллĕккĕмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи ултăмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи çиччĕмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи саккăрмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи тăхăрмĕш çапăçу

1917 çулхи вăрçă кампанийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тухăç фрончĕ (1917 çулхи кăрлач, 1 — авăн, 1)
  • Изонцо çинчи вуннăмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи вунпĕрмĕш çапăçу
  • Изонцо çинчи вуниккĕмĕш çапăçу (Капоретто патĕнчи çапăçу)

Нимĕçсемпе австро-венгăрсем çивĕч кĕрешнĕ пулин те, 1917 çул тĕлне çĕнтерӳ ĕçĕсем Антанта енне тайăлса пынă. Италия 1915 çулта Австро-Венгрине хирĕç вăрçă пуçлать. Антанта майлă АПШ тухать. 1916 , çурла Антантă çумне Румыни тăрать, анчах та ăнăçу çухалать; унăн çĕрĕсенегермани блокĕн çарĕсем йышăнаççĕ. Раççейри шалти ĕçĕсем хĕрсе кайнипе Февраль революцийĕ çĕнтерет, каярах Октябрь революцийĕ, çакăн хыççăн Раççей хăй шутпа вăрçăран тухса ӳкет (Брест мирĕ çырнă хыççăн), мĕншĕн тесен 1917 çулта Раççей вăрçă ĕçĕсене малалла тăсма пултарайман. Çак çăмăллăха пула Германи тепĕр çул хушши вăрçа тăсса пырать.

1918 çулхи кампани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Антанта çĕнтерĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анăç фронтĕнчи окопсем
  • Витторио-Венето патĕнчи итальянсемпе австрисен çапăçăвĕ.
  • 1918 çулта чӳк уйăхĕнчи ăнăçусăр тапăну хыççăн (Анăç фрончĕ) Германире те революции пуçланнă (чӳк, 9 Вильгельм кайсера пĕрхĕтнĕ те Веймар республики йĕркеленĕ).
  • 1918 чӳк, 11 германии тата тăмарлă çарпуçлăхĕ Компьенре çапăçусене чарса лартнă, çакăнпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пăчланса ларать.
  • Чӳк уйăхĕнче Австро-Венгри темиçе çĕршыва пайланса каять; монархи йĕркине пĕтерсе хунă.

1919 çулта Парижри мирлĕ конференцире нимĕçсем Версаль килĕшӳ хучĕ çине ал пуснă.

Çавăн чухнех ытти килĕшӳ хучĕсене çирĕплетнĕ:

  • Германипе (Версаль килĕшĕвĕ 1919)
  • Австрипе (Сен-Жермен мирлĕ хучĕ 1919)
  • Болгарипе (Нейи мирлĕ хучĕ 1919)
  • Венгрипе (Трианон мирлĕ хучĕ 1920)
  • Турципе (Севр мирлĕ хучĕ 1920).

Раççей вăрçăран тухни[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Вăрçă вĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тулаш политика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн тăватă импери хавшакланса саланса кайнă: Германи, Раççей, Австрипе Венгри тата Осман империйĕсем, юлашки иккĕшĕ пайланса кайнă, Германи тата Раççей монархийĕсене аркатнă, территорийĕсене сахаллатнă, экономика енчен хавшаннă.

Территори улшăнăвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчи çухатусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хутшăнакан патшалăхсен хĕçпăшаллă çарĕсен çухатăвĕсем 10 миллион çынна яхăн çитнĕ. Халиччен те лăпкă пурăнакан халăх вăрçă вăхăтĕнче мĕн чухле пĕтнĕ пирки пĕтĕмлетнĕ хыпар çук. Вăрçăна пула тухнă выçлăхпа эпидемисенче, сахалтан та 20 миллион çын çĕре кĕнĕ[3].

Çав вăхăтра пурăннă çынсен шухăшĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этемлĕх нихăçан та çакăн пек тăрăмра пулман. Ырлăхăн çӳллĕрех шайне çитеймен, ăс-халăн пуянлахĕпе усă курма пĕлмен çын аллине пĕрремĕш хут пач юлми шанчăксăр пĕтĕм этемлĕхе пĕтерме пултаракан хĕç-пăшал лекрĕ. Çакăн пек пулчĕ малтанхи ăрусен пур чаплă кун-çулăн, пур мухтав ĕçĕсен çитĕнĕвĕ. Çынсен чарăнса тăрса хăйсен яваплăхĕ пирки шухăшласа илмелле. Вилĕм сыхласа х тăрать, итлекенскер, кĕтекенскер, хĕсмете кĕрсе пĕтĕм халăхсене шăлса яма хатĕрскер, кирлĕ пулсан, цивилизацие тусана кăларма та пултарть, чĕрĕлме пĕр шанăç та хăвармасть. Вăл хушасса çеç кĕтет. Вилĕм çак хăраса ӳкнĕ черчен чунран сăмах кĕтсе тăрать, вăлах çак хăйех инкеке лекнĕ чуна хушса тăраканĕ пулса тăчĕ.

— Черчилль[4]

Вăрçă астăвăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Франци, Аслă Британи, Польша[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Раççей[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçăри çухатусем чи чылай пулнă пулин те, Раççейре официаллă Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче пуçне хунă çынсен астăвăм куне палăртмаççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Evans, David. Teach yourself, the First World War, Hodder Arnold, 2004. P. 188
  2. ^ Анăç тĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнин 90 çулне асăнать
  3. ^ Первая мировая война 1914—1918
  4. ^ Черчилль В. Мировой кризис. М.-Л.: Государственное военное издательство, 1932.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вооружённый мир и война. Описание требований Германии в будущей войне. 1914

Документлă кинофильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фотографисем
Николай II Германие вăрçă хыпарлать  * Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин сăрă фотографисем 2015 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.

Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕнхи тата хыççăнхи ĕçĕсем Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин паллă пулăмĕсем Шаблон:ПТВ порталĕ