Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунĕ
Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунĕ — (Пĕрлешӳллĕ Нацисен пĕлӳлĕх, ăслăх тата культура ĕçĕсен Организацийĕ) ЮНЕСКО Тĕп конференцийĕн 1999 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ 30-мĕш сессинче йышăннă резолюципе пушăн 21-мĕшĕнче уявлама палăртнă кун[1]. ЮНЕСКО йышăнăвĕпе, çак уява йĕркеленĕ тĕллевĕ — «çухалас патне çитнĕ тĕрлĕ чĕлхене пулăшас тесе поэзире хăйне кăтартасси».
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççейре
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мускавра та, Парижре те, Брюссельте те тата тĕнчери ытти тĕп хуласенче, пĕрремĕш хутчен Поэзи кунĕ 1999 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче Петровка урамĕнче Патшалăхăн литература музейĕнче иртнĕ.
Ăна пуçараканĕ Раççейри Поэзи Пĕрлĕхĕ пулнă; программăна çак пĕрлĕхĕн пĕрремĕш президенчĕ Анатолий Кудрявицкий ертсе пынă. Уява Генрих Сапгир, Игорь Холин, Константин Кедров, Татьяна Щербина, Михаил Айзенберг тата урăх поэтсем те хутшăннă
2000 çулта Поэзи кунне Таганкăри театрта иртнĕ; унта Андрей Вознесенский, Константин Кедров, Елена Кацюба, Алина Витухновская, Юрий Любимов тата урăххисем хутшăннă. 2001 çулта Кедровпа «ДООС» Таганкăри театрта ирттернĕ мероприятипе параллеллĕ О. Г. И. клубĕнче каç ирттернĕ, унта Михаил Айзенберг, Сергей Гандлевский, Иван Ахметьев, Вера Павлова тата «Вавилон» альманахри авторсем хутшăннă[2]. 2001 çултанпа Кедров ертсе пынă мусăкпа поэзи программи те, çаплах çамрăксен икĕ куна пыракан поэзи фестивалĕ, йăлана кĕнĕ[3].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Всемирный день поэзии. ООН. Тĕрĕсленĕ 4 Чӳк уйӑхӗн 2021.
- ^ Всемирный день поэзии в Москве: на Таганке — Витухновская и Борзов, в ОГИ — Гандлевский и Павлова 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. // Лента.ру, 21.03.2001.
- ^ Ю. Идлис. Третий фестиваль молодой поэзии (Москва, 21—23 марта 2003 года) 2017 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. // «Новое литературное обозрение», 2003, № 62.