Павел I
Павел I Петрович | |
Павел Петрович | |
Çуралнă чухнехи ят | Павел Петрович |
---|---|
Чӑн ят | выр. Павел Петрович Романов |
Çуралнă вăхăт | юпа, 1, 1754 |
Çуралнă вырăн | Елизавета Петровнан Çуллахи керменĕ, Сăваплă Петĕрхули |
Вилнĕ вăхăт | пуш, 24 (12), 1801 |
Вилнĕ вырăн | Михайлов керменĕ, Сăваплă Петĕрхули, Раççей империйĕ |
Гражданлăх | Раççей империйĕ |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Пётр III |
Амăшĕ | Екатерина II |
Арăмӗ |
1) Наталья Алексеевна (Гессен Вильгельмини) 2) Мария Фёдоровна (Вюртемберг Доротеи) |
Ачисем |
1-мĕш мăшăрлануран: çук 2-мĕш мăшăрлануран: ывăлсем: Александр, Константин, Николай, Михаил хĕрсем: Александра, Елена, Мария, Екатерина, Ольга, Анна |
Чыславсемпе парнесем | |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар |
Павел Петрович (20 авăн юпа, 1 1754, Елизавета Петровнан Çуллахи керменĕ, Санкт-Петербург — 12 [24] пуш 1801), Михайлов керменĕ, Санкт-Петербург — 1796 - 1801-мĕш çулсенчи пĕтĕм Раççей патши, Мальта орденĕн аслă магистрĕ, Пётр III тата Екатерина II ывăлĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Павел Петрович 1754 çулхи (авăн, 20), юпа уйăхĕн 1 -мĕшĕнче Сăваплă Петĕрхулинче, Елизавета Петровнан Çуллахи керменĕнче çуралнă, (каярах ку кермене хăй хушнипе ишнĕ, унăн вырăнне вара Михайлов керменне купаласа лартнă, унтах Павела 1801 çулхи пуш уйăхĕн 12 (24) вĕлернĕ).
Ача çуралнă чух Елизавета Петровна патша, аслĕ кнеç Пётр Федорович (Павлăн ашшĕ) тата пиччĕшпе шăллĕ Шуваловсем пулнă.
Ăруна тăсса пыракан еткерчĕ-ача çуралнă ятпа Елизавета патша манифест кăларнă, ку пулăма хăй вăхăтри сăвăçсем мухтавлă хайлавĕсенче çутатса кăтартнă.
Политикаллă кĕрешÿ пирки Павел, тĕрĕссипе каласан, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕпе юратувĕсĕр юлнă. Елизавета Петровна ĕмпÿ ăна, хăй шутланă тăрăх, чи лайăх ача пăхаканĕсемпе вĕрентекенĕсемпе хупăрласа илме
хушнă, ашшĕ-амăшне вара хăйсен ачипе аппаланма паман. Ятне те пулин шыва кĕртнĕ чух Павел тесе ĕмпÿ хушнипе панă.
Павел сăн-питрен ашшĕ пек пунă пулин те, керменти сас-хура тăрăх, Екатерина ачи унăн пĕрремĕш еркенĕнчен, хăй вăхăтри чипер сăнлă Сергей Салтыковран пулнă.
Пăхса ÿстернипе çутĕç пани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Павлăн пĕрремĕш пăхаканĕ Шуваловсемпе çывăх дипломат Ф. Д. Бехтеев пулнă, вăл ачана çар дисциплинипе танлаштарма пулнă пек хытă тытнă. Вăл пичетлесе кăларакан пысăках мар хаçатра ача хăйне мĕнле тытнине каласа панă.
1760 -мĕш çулта Елизавета Петровна мăнукĕн вĕрентекенне улăштарса Никита Иванович Панина суйласа илет. 42- ри Панин анлă пĕлÿ илнĕ, Çут ĕçĕ шухăшлавлă çын пулнă. Швеципе Данире дипломат хесметĕнче тăнă чух вăл масонсемпе тачă çыхăннă тата Раççейре те швед калăпăшле конституциллĕ монархи пулма кирлĕ тесе шутланă.
Никита Панин шучĕпе тиккен анлă та тарăн пĕлÿллĕ пулмалла. Тен, унăн канашĕсене кура, ача валли тĕрлĕ пĕлÿ пĕлме тĕрлĕ вĕрентекенсене тытнă. Вĕсен хушшинче митрополит Платон (Турă Саккунĕ), С. А. Порошин (çутçанталăк кун-çулĕ), Гранже (ташăсем), Дж. Миллико (кĕвĕ) тата ытти те пулнă. Елизавета Петровна тапхăрĕнче пуçланă вĕренÿ Петр III те, Екатерина II вăхăтĕнче те татăлман.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Изергин А. М. «Военный мундир эпохи Павла I: Культурологические заметки»
- Никольский Е. В. Сказание от жития благоверного царя-мученика Павла Первого. // Журнал «Богослов», N3 (март 2008 г.)
- Павел I — генерал-адмирал русского флота
- Сафонов М. М. Екатерина II и Павел Петрович: последние часы жизни императрицы.
- Сафонов М. М. Заговор. // Исторический журнал «Гатчина сквозь столетия».
- Соловьев Ю. Рыцарство и юродство. К поэтике образа императора Павла Первого // Одиссей: Человек в истории. — М.: Наука, 1989, с. 262—282.
- Томсинов В. А. Император Павел I (1754—1801): государственный деятель и законодатель // Законодательство императора Павла I / Составитель, автор предисловия и биографического очерка В. А. Томсинов. М.: Зерцало, 2008. С. XV-LXIV.
- Ходасевич В. Ф. Павел I. Неоконченная биография.
- Шишанов В. Попытки «европеизации» русской монетной системы при Павле I. // Банкаўскі веснік. — 2012. — № 1 (546) (специальный вып.). — С. 58 — 63.
- Эйдельман Н. Я.. Грань веков.
- Терещук А. В.. Павел I. Жизнь и царствование. «Вита Нова», 2011. — с. 576. — ISBN 978-5-93898-340-3 — Серия: Жизнеописание
- Власть, общество, армия: от Павла I к Александру I. Сборник научных статей / сост. и отв. ред. Т. Н. Жуковская. — СПб., 2013. — 268 с. (Труды исторического факультета. Том XI)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Павел I Викиампарта? |
- Император Павел I. 250 лет со дня рождения
- Заговор против Павла I. История в лицах
- Сергей Постников «Российский Гамлет»
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с оригиналом имени без шаблона lang-XX
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Википедия:Ссылка на Викиампар непосредственно в статье
- Википедия:Ссылки на Викиампар в статье и на Викиданных отличаются
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Викиампар каçă статьисем
- Истори
- Раççей империйĕ
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем