Контент патне куҫ

Пакистанри ислам

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Flag of Pakistan
Пакистан патшалăх ялавĕ çинче ислам символесем пур
Бадшахи мичĕчĕ
Фейсал мичĕчĕ

Пакистанри ислам. Ислам — Пакистанăн патшалăх тĕнĕ. 2020-мĕш çул тĕлне çĕршыври çынсен  96,5 % чухлĕ йышĕ мăссăльман шутланнă[1]. Мăссăлмансен пĕтемĕшле абсолютла йышĕ тĕлĕшпе Пакистан тĕнчере Индонези хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. Çав мĕнпур йышран 85—90 %  — суннитсем, 10—15 % — шиитсем[1].

Индин халĕ Пакистан текен çурçĕр-хĕвеланăç пайне ислам авалах, арабсен экспансийĕ вăхăтĕнче, килсе лекнĕ.

Правительство Лиакат Али Хан тÿре-шари ислама Пакистанăн патшалăхăн пĕртен-пĕр тĕнĕ туса хунă (март 1949). 1950-мĕш çулта çĕршыв конституцине шариатпа килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртнĕ согласно.

Зульфикар Али Бхутто 1977-мĕш çулта алкоголе, çавăн пекех нааркотиксене, чарса лартнă. Кану кунне вырсарникунран эрнекунаа куçарнă. Зия-уль-Хак генерал та исламизацин интенсивлă прграммине пурнăçа кĕртнĕ. 1979-мĕш çулхи февральтен пуçласа ислам принципĕсем çине таянса çĕнĕ саккунсем кĕртнĕ. Сăмахран, Корана мăшкăлланишĕн çынна суд туса вĕлерме те пулать тенĕ[2]. Хăшпĕр саккунсем хĕрарăмсене пысăкрах вăйпа пырса тивеççĕ. Тата ытти те.


Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Raja, Masood Ashraf. Constructing Pakistan: Foundational Texts and the Rise of Muslim National Identity, 1857–1947, Oxford 2010, ISBN 978-0-19-547811-2
  • Zaman, Muhammad Qasim. Islam in Pakistan: A History (Princeton UP, 2018) online review

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]