Контент патне куҫ

Патăрьел районĕн гимнĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Патăръел районĕн гимнĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Патăръел районĕн гимнĕ «Патăрьелĕм, Патăрьел...» ятлă. Сăввине Александр Мефодьев çырнă, кĕввине Юрий Кудаков кĕвĕленĕ.

Турхан та Сăкăт, Патăрьел...
Кунта кăшт ашăрах хĕвел,
Вĕреççĕ кăнтăр çилĕсем,
Пуян чĕреллĕ çыннисем.

Хушса юрламалли:
Юхать Пăла, юхать Хырла
Шăнкăртатса, юрла-юрла.
Хура тăпра, тӳрем уй-хир —
Юхма таврашĕ ку — эпир.

Мухтавлă Атăлçи Пăлхар —
Аннемĕр пирĕн. Манар мар.
Тĕп ĕçĕмĕр — çĕрпе вăрман —
Мĕн авалран алран кайман.

Хушса юрламалли:

Чăваш пурнать тĕнче пур чух.
Çĕр çийĕнчен çухалмĕ, çук.
Кӳршĕмĕрсем — ирçе, тутар.
Пуласлăха пĕрлех утар.

Хушса юрламалли: