Паттăр-Мумин

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Паттăр-Мумин — Атăлçи Пăлхарăн патши.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шилккă вилнĕ хыççăн 882 çулта унăн аслă ывăлĕ Паттăр-Мумин (Бат Угор-Мумин) Атăлçи Пăлхарăн патши пулса тăнă. Авалхи чăнлавсем каланă тăрăх, Мумин-Паттăр 895 çулта вилнĕ. Вăл çĕре кĕнĕ хыççăн унăн шăллĕ Алмас (Алмуш) патша пулса тăрать. Паттăр-Мумин вăхăтĕнче Атăлçи Пăлхар васкамасăр, йĕркеллĕн аталанса вăйланса пырать. Пăлхар-чăвашсем ун чухне юнашар йăхсемпе, ăрусемпе вăрçман, килĕшӳллĕ пурăннă, вĕсем пулăшнипе çĕнĕ хуласем лартнă, хӳмисене çирĕплетнĕ. Тата чаплă керменсем лартнă. Керменĕсене вĕри шыва тăмран тунă пăрăхсем тăрăх ярса ăшăтнă. Çӳллĕ тусем çинчен керменсене, ытти çуртсене тăмран тунă пăрăхсем тăрăхах таса шыв юхтарнă. Мунчасем, вĕренӳ çурчĕсем уçнă. Сутă-илӳ, алăсти ĕçĕсене аталантарнă, çĕр ĕçлеме вĕреннĕ. Сунара çӳренĕ, пулă тытнă.