Пейо Яворов

Пейо Яворов | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | пăлх. Пейо Тотев Крачолов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1878, кăрлач, 1 |
Çуралнă вырăн: | Чирпан, Осман империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1914, юпа, 29 |
Вилнĕ вырăн: | София, Виççĕмĕш Полхар патшалăхĕ |
Гражданлăх: | Шаблон:Ялавлани/Осман империйĕ → Шаблон:Ялавлани/Виççĕмĕш Полхар патшалăхĕ |
Ĕçлев тĕсĕ: | поэт, драматург, библиотекарь, редактор, журналист, революционер |
Тĕлĕ: | символизм |
Ĕçсен чĕлхи: | болгар |
Пейо Яворов (чăн ячĕ — Пейо Тотев Крачолов; 1.1.1878, Чирпан — 29.10.1914, София) — болгар сăвăçĕ, драматургĕ, редакторĕ, болгар символизмĕн никĕсне хураканĕ. Çаплах журналист, вăрçă тата политика ĕçченĕ, ВМОРО пайташĕ, Пĕрремĕш Балкан вăрçи вăхăтĕнче Неврокоп кмечĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пловдивре шкулта вĕренсе тухсан 1893 — 1901 çулсенче телеграфист пулса — Чирпан, Стара-Загора, Сливен, Стралджа, Анхиало (Поморие), София хуласенче — ĕçленĕ. Чунĕпе Пăлхари социал-демократи рабочисен партийĕ майлă пулнă, 1897 çулта революционерсен вăрттăн организаципе ВМОРО контакта тухнă.
Малтан македон-одрино революци юхăмĕнчи «Дело», «Свобода или смърт», «Автономия» тата «Илинден» кăларăмсене редакциленĕ. Васил Пасковпа тата Данаил Крапчевпа пĕрле тăрăшнă.
Пĕрремĕш пичетленĕ ĕçĕ — «Малалла» пăлх. Напред сăвă («Глас македонски» хаçатра). Нцумай хутчен чикĕ урлă каçса 1903 çулхи Илинден-Преображени пăлхавĕнче кĕрешнĕ. Гоце Делчевăн юнташĕ шутланнă, 1904 çулта унăн пĕрремĕш биографĕ пулса тăнă («Гоце Делчев» кĕнеке). Делчев 1903 çулта вилсен (çак çухату Пейона питĕ хурлантарнă) революци ĕç-пуçне хутшăнма пăрăхнă.
Суйланă библиографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пейо Яворов, Избранное, составление и вступительная статья Д.Маркова.— М.: Худож. лит., 1958.
- Пейо Яворов, Лирика, предисловие Л.Озерова.— М.: Худож. лит., 1972.
- Пейо Яворов, Събрани съчинения: В 5 т. — София: Бълг. писател, 1959—1960.
- Минко Генов Яворов, Пейо Крачолов // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Д. Ф. Марков, Пейо Яворов — В кн.: Очерки истории болгарской литературы XIX—XX веков, М., 1959, с. 210—226.
- Л. Георгиев, П. К. Яворов: Романизирана монография.— София: Изд-во на Отеч. фронт, 1972.
- Г. Найденова, П. К. Яворов: Ист.-лит. изследване: В 2 т. — София: Наука и изкуство, 1957—1962.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Мысль» литература кĕтесĕ |
|
---|---|