Контент патне куҫ

Перельман Григорий Яковлевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перельман хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Григорий Перельман
Çуралнă вăхăт: 1966, çĕртме, 13
Çуралнă вырăн: Ленинград, РСФСР, ССРП
Ăслăх сфери: Математика
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ (1990)
Альма-матер: ЛПУ математика-механика факультечĕ
Ăслăх ертӳçи: А. Д. Александров
Ю. Д. Бураго
Паллă: Пуанкаре гипотезине тата Терстон гипотезине ĕнентерĕвĕсен авторĕ
Чыславсемпе парнесем


Ленинградри математика пĕрлĕхĕ «Çамрăк математика» премийĕ (1991)
Европăри математика пĕрлĕхĕн премийĕ (1996, илес темен)
Шаблон:Филдс медалĕ Филдс премин лауреачĕ (2006, илес темен)
Клэй математика институчĕн пинçуллăх преми лауреачĕ (2010, илес темен)

Григо́рий Я́ковлевич Перельма́н (13.6.1966, Ленинград, РСФСР, ССРП) — раççей математикĕ, çĕрçуллăха яхăн уçса паман проблема пулнă Пуанкаре гипотезин ĕнентерĕвĕн авторĕ[1][2][3], халĕ çак математикари пинçуллăхăн çичĕ задачăран пĕртен-пĕр уçса панăскер пулать.

1966 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Ленинградра еврей килйышĕнче çуралнă. Ашшĕ — Яков Наумович Перельман — инженер-электрик пулса ĕçленĕ, 1993 çулта Израиле куçса кайнă[4]. Амăшĕ — Любовь Лейбовна Штейнгольц — Санкт-Петербургра юлнă, ПТУ-ра математикăна вĕрентнĕ[5]. Йăмăкĕ — Елена (1976 çур.) — математик, Санкт-Петербург университетĕнче 1998 çулта аслă пĕлӳ илнĕ, 2003 çулта диссертацие (PhD) Реховотра Вейцман институтĕнче хӳтĕленĕ[6][7]; 2007 çултанпа Стокгольмра программер пулса пурăнать[8][9].

Вăтам пĕлĕве ултă çултанпа илме тытăннă. 8 класа çитиччен Ленинград хулин кăнтăр хула тулашĕнчи шкулсене çӳренĕ. [10][11]; пĕрмаях питĕ лайăх вĕреннĕ. Математикăпа кăсăкланма ăна ашшĕпе амăшĕ иллентернĕ, амăшĕ классикăри мусăка кăмăла кĕртнĕ (Григорий, амăшĕ пекех, сĕрме купăс çинче вылять). 9-мĕш класра 239-мĕш физика-математика шкулне куçнă, кунта та вăл вĕренӳре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынă[12]. Ылтăн медале Григорий шкултан вĕренсе тухсан физкультурăпа ГТО нормине пурнăçлайманнине пула кăна илеймен[13]. Шкулти çулсенче шахмат тата сĕтелçи теннисĕпе хăтланнă[5][14].

Пĕрре те авланман, ача çук. Санкт-Петербургри Купчинăра амăшĕпе пĕрле пурăнать[15]. Прессăра Григорий 2014 çултанпа Швецире пурăнать, текен хыпарсем тухнăччĕ [16][17], анчах та каярах вăл унта хутран-ситрен пулнине палăртнă[18].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Гипотеза Пуанкаре 2023 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.. // Клей математика институчĕ. Источник (акăлч.).
  2. Dana Mackenzie BREAKTHROUGH OF THE YEAR: The Poincaré Conjecture—Proved // Science. — Т. 314. — № 5807.
  3. Найти Перельмана // Газета.ru, 17 августа 2006. Архиври копи, 4 Авӑн уйӑхӗн 2018 Wayback Machine çинче
  4. Перельман, Григорий. Российский математик, доказавший гипотезу Пуанкаре, Lenta.ru, 07.09.2009..
  5. 1 2 Sylvia Nasar, David Gruber Manifold Destiny (акăлч.) (2006-08-26).
  6. Mathematics Genealogy Project: Elena Perelman 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.: Тема диссертации — «Quantization of hypersurface orbital varieties in simple Lie algebras of classical types»
  7. Elena Perelman: Weizmann Institute of Science.
  8. Detecting differential expression in microarray data: comparison of optimal procedures
  9. George G. Szpiro «Poincare’s Prize: The Hundred-Year Quest to Solve One of Math’s Greatest Puzzles»
  10. Кузнецова Ольга Муза Перельмана. Как и чем живет самый загадочный ученый мира?. Собеседник (2019-04-08). — [педагог о Перельмане в школе № 282].
  11. Учительница о Григории Перельмане: На экзамене он чертил схемы в воздухе!. Комсомольская правда (2017-06-13). — комм. с одного из форумов [о школе № 301]: С 1976 по 1980 год в школе учился Григорий Перельман.
  12. О. О. Арсенов Григорий Перельман и гипотеза Пуанкаре. М.: Эксмо (2010). — «он [Перельман]... очень ответственно готовился к каждому уроку. У него был широкий кругозор... за учебу получал круглые пятерки. Писал без единой ошибки, был блестящим оратором»
  13. Григорий Перельман: многомерная фигура (выр.) (2018-10-12).
  14. Гипотеза Перельмана: почему учёный закрылся от мира. Аргументы и Факты (2012-12-12).
  15. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок tass не указан текст
  16. СМИ: Знаменитый математик Г. Перельман уезжает из России (2011-10-03).
  17. Почему Григорий Перельман уехал из России?.
  18. Математика Григория Перельмана, уехавшего в Швецию, видели в купчинском супермаркете. Росбалт.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]