Контент патне куҫ

Петрова-Архипова Татьяна Валерьевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Татьяна Петрова-Архипова

Петрова-Архипова Татьяна Валерьевна -(1983 çулхи ака уйăхĕн 8, Карăк çырми ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) - чăваш раççей спортсменĕ, Лондонри çуллахи Олимп вăййисенче бронза медале çĕнтерсе илнĕ.

Берлин 2011

Тренер-Михаил Кузнецов.

Çулăмăртуçĕнтерÿсем (вырăнĕ)
2006Европа чемпионачĕII
2007Тĕнче чемпионачĕII
2009Лос-Анджелес марафонĕI
2012Олимп вăййисемIII

Олимп вăййисенчи çĕнтерÿ çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

42 çухрăм тăршĕллĕ çула пирĕн çĕршывран виççĕн тухрĕç:Альбина Майорова,Лилия Шобухова тата Татьяна Петрова-Архипова.Лилия вĕçне çитмейрĕ,20 çухрăм иртсен хăйне япăх туйма пуçланăран ăмăртăва вĕçлерĕ. Татьяна Африка спортсменĕсене çеç мала ярса виççĕмĕш тухма пултарчĕ.Вăрăм çула вăл 2:23:29 вахăтра вĕçлерĕ.Ку вăл мала тухнă Эфиопи спортсменĕнчен 22 секкунт нумайрах.Иккĕмĕш вырăна Кенирен тухрĕ.