Контент патне куҫ

Пил йышшисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Пил ҫинчен куҫарнӑ)
Пил йышшисем
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Тĕс: Хордовые
Класс: Млекопитающие
Инфракласс: Плацентлисем
Отряд: Хоботлисем
Йыш: Пил йышшисем
Латинла çырни
Elephantidae Gray
Ăратсем тата тĕссем

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Викитĕссенчи
систематика

Ошибка: в первой строке должно быть задано изображение

Ӳкерчĕксем
ITIS 584935
NCBI 9780

Пил йышшисем (лат. Elephantidae) — хоботлисен отрядĕнчи сĕтпе ӳсекенсен çемйине кĕрекен йыш.

Çак çемье йышне пирĕн саманара тип çĕр çинче пурăнакан чи пысăк сĕт ĕçекенсем кĕреççĕ. Сыхланса юлнă тĕссенчен çемьене икĕ ăратри виçĕ тĕслĕ пил кĕрет.

Урăх тĕсĕсем, çав шутра мамонтсен (Mammuthus), 10 000 çул маларах вĕçленнĕ пăрлăк тапхăрĕнче Çĕр çинчи кун-çулĕ пĕтнĕ.

Пил йышшисем тăваттăмĕш тапхăрта уйрăм тĕсе чăмăртаннă, теççĕ.

Капăрлатма кирлĕ асав шăлĕ хаклă пулнипе тискер сунарçăсем пилсене çав тери нумай вĕлернĕ. Пĕтĕмпех пĕтересрен пилсене Тĕнчери Хĕрлĕ кĕнекене çырса хунă.

Тахçанах паллă: африкан саваннисемпе джунглĕсенче вилнĕ пилсен асавĕсене тупаймаççĕ. Çакăн пирки пилсем вăрттăн та тупмалла мар масар çине вилĕме кĕтсе илме каяççĕ текен халап та çуралать. XX ĕмĕрте Джон Хантер сунарçă асавсем ăçта çухалнине сăнаса пĕлет — вĕсене африкан дикобразĕсем минерал выçлăхне пула кăшласа яраççĕ, иккен (çумăр тапхăрĕнче вăйлă шалкамсем тăпраран минераллă япалалăхсене юхтарса каяççĕ).

Инди пилĕсене алла хăнăхтарса транспорт хатĕрĕ вырăнне усă кураççĕ, çаплах вĕсене циркра курма пулать. Африкан пилĕсене алла хăнăхтарас йăла халĕ пĕтсе пырать.

Пилсене вăрçăра усă курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тĕп статья: Çар пиллисем

Пилсене пĕрремĕш Индире алла хăнăхтарса вăрçăра усă курма тытăннă (Македони Александрĕ çарĕсем çар пилĕсемпе çавăнта çапăçни паллă факт). Каярах пилсене Александр та хăйĕн çарне илет, çаплах эллин патшалăхĕсенче те вăрçăра усă кураççĕ. Тем каласан та, çапăçура çак чĕрчунсене ытларах майĕпе тăшмана хăратас тĕллевпе уса курнă.

Кăсăк фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • АПШ-ра циркра ĕçленĕ Топси ятлă пил амине виçĕ çынна вĕлернĕшĕн 1903 ç. кăрлачăн 4-мĕшĕнче электичествăпа чуне кăларнă, 1916 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче Теннесси штатĕнче Мăн Мэри пил амине, темиçе çынна таптанăшăн суд тумасăрах çакнă.[1]
  • «Пил тăватă чĕркуççиллĕ» текен халап тĕрĕс мар[2]
  • Чи пысăк официаллă «регистрленĕ» пил 12 тонна йывăрăшлĕ пулнă.
  • Пил питĕ аван ишет, тарăн шывра та.
  • Ахаль чухне пилсем 2-6 çм/сех хăвăртлăхпа куçаççĕ, анчах та кĕске вăхăта 35-40 çм/сех чупма пултараççĕ.
  • Пилсем тачăн ушкăна пуçтарăнса çывăраççĕ; çурисем кăна çĕр çине выртса çăвăраççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Казни слонов США 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ колени слона

Шаблон:Килти чĕрчунсем