Контент патне куҫ

Пилюшин Иосиф Иосифович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Иосиф Иосифович Пилюшин (19031979) — тăшманăн 136 салтакпа офицера персе пĕтернĕ совет снайперĕ[1], старшина. 384 салтака снайпер ăсталăхне вĕрентнĕ снайпер ĕçĕн инструкторĕ. Хĕрлĕ Ялав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ. Пульăпа тĕл перессипе ССРП спорт ăсти (1939).

Иосиф Иосифович Пилюшин 1903 çулта Витебск облаçĕн (Беларуç) Миоры районĕнчи Урбаново ялĕнче çуралнă. 1925 - 1927 çулсенче РХХÇ хĕсметĕнче тăнă. Тăрăшса ĕçленипе, пульăпа тĕл перес ăсталăха алла илнĕ, саппаса тухсан Осоавиахим шкулĕ çумĕнчи клуба çӳренĕ. Савутра ĕçленĕ чухнех каçхи шкулта, институтра вĕреннĕ, çаплах перевçĕ спорчĕпе хăтланнă: 1935 çулта ăна пĕрремĕш разряд панă, 1939 çулта вара вăл ССРП спорт ăсти хисепне тивĕçтернĕ[2].

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче 1941 çулхи утăн 21-мĕшĕченпе. Пĕрремĕш тытăçура тăшман разведчикне вĕлернĕ. Ленинград фронтĕнче, Урицк-Лигово районĕнче çапăçнă, унта 3 хутчен çăмăллăн суранланнă. Темиçе хутчен те çапăçу ĕçĕсен малти касине тухнă та тăшман артиллерипе тата пулемётпе пире çулăмланă чухне тăшмана шĕкĕлченĕ. Ленинграда хупăрланă тапхăрта унăн арăмĕпе икĕ ывăлĕ пуçне хунă, вара Пилюшин «вĕсемшĕн вăй-хал çитнĕ таран тавăратăп», тесе тупа тунă. 1942 çулта йыар амансан сылтăм куçсăр тăрса юлнă, çапах та хоспитăльрен тухсан сулахай хулă енчен пеме хăнăхнă та хĕсметрен хăтăлман.

1944 çулта йывăр контузиленнĕ те вара курма пăрахнă, ăна комисси çартан демобизациленĕ.

Пурĕпе çапăçусенче И. И. Пилюшин 136 нимĕç салтакĕпе офицерне пĕтернĕ, çаплах 384 снайпера вĕрентсе кăларнă.

1950-мĕш çулсенче иккĕмеш куçĕпе 75 % çити суккăрланнă. 1958 çулта «У стен Ленинграда» мемурсен кĕнекине çырса пичетленĕ, ăна икĕ хутчен кăларнă. «900 дней Ленинграда» кĕнекен пĕр стьраницине çырнă.

1979 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче Иосиф Иосифович Пилюшин вилсе кайнă.

« Бой — это тяжелый труд. Он требует от воина всех сил без остатка. В ратном труде ничего не делается на авось, наполовину, нет скидки на усталость или неподготовленность бойца. Вы ставите на карту не только своё умение воевать, но и душевные качества. Не заметил, промедлил — за вас расплачиваются кровью и жизнью сотни товарищей. »

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • И. Пилюшин. «У стен Ленинграда»
  • «Снайпер Великой Отечественной»
  • «Red Sniper on the Eastern Front: The Memoirs of Joseph Pilyushin»
  1. Архивный реквизит на сайте «Подвиг народа»27194404 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. У стен Ленинграда: От автора